Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ Чӑваш Ен çыннисем, спортсменсем, тренерсем, ветерансем тата спорта юратакансем!
Сире Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн спорт тахçанах пурнӑç нормин шутне кӗнӗ. Паян эпир мӑнаçлансах палӑртатпӑр: кунта тӗпленнӗ 700 пин ытла çын кӗлетке хусканӑвне усӑллӑ йӑлана кӗртнӗ.
Республикӑра хуласенче те, ялсенче те спорт пуриншӗн те уçӑ хутлӑх пулса пырать. Профиль инфратытӑмӗпе тивӗçтерни енчен федерацин Атӑлçи округӗнче эпир малтисен йышӗнче, Раççейри чи лайӑх 10 регион йышне кӗретпӗр.
2025 çул пирӗншӗн пысӑк çитӗнӳсен çулталӑкӗ пулса тӑчӗ. Республикӑри тӑрӑллӑ пӗрремӗш футбол манежне, йӗлтӗр-роллер трассине туса хута ятӑмӑр, Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулне çӗнӗ пурнӑç парнелерӗмӗр. Ял-сала шкулӗсенче ГТО нормативӗсене пурнӑçламалли пилӗк ятарлӑ лапам хӑтлӑлатрӑмӑр. Комсомольски муниципалитет округӗнче вара пирвайхи «ӑслӑ» спорт лапамне хута ямашкӑн май килчӗ: вӑл QR-кодлӑ, унта интернет уçлӑхне кӗрсе ссылкӑсемпе онлайн-тренировкӑна лекме пулать. Обьектсене ахальтен кӑна çӗклеместпӗр, вӗсене хута ярса пурин валли те – чи çамрӑк чемпионсенчен пуçласа аслӑ ӑрури çынсем таранчченех – çӗнтерӳ патне ӑнтӑлма условисем йӗркелетпӗр.
«Ӗçпе хӳтӗлеве хатӗр» Пӗтӗм Раççей физкультурӑпа спорт комплексӗ ытларах та ытларах сарӑлса пырать. 12 çулта çак юхӑма Чӑваш Енре пурӑнакан 460 пин ытла çын хутшӑннӑ. 200 пин ытла çын нормативсене пурнӑçласа ятарлӑ паллӑ илнӗ, вӗсенчен ытларахӑшӗ – шкул ачисемпе студентсем.
Республикӑра ача-пӑчана спорта явӑçтарас енӗпе уйрӑмах тимлӗ. Паянхи кун спортӑн тӗрлӗ ӗнӗпе пурӗ 34 пин ача кӑсӑкланать. Юлашки пилӗк çулта çӗршывӑн пӗрлештернӗ командисен йышӗсенче Чӑваш Ен спортсменӗсем 2,6 хут ытларах! Пӗлтӗрхи çул вӗсем çӗнсе илнӗ 2300 ытла медаль, вӗсенчен çуррине яхӑн – чи пысӑк пробӑлли, – вӗсем ырми-канми ӗçленин, чунпа парӑнманнин, тренерсен професси ӑсталӑхӗн кӑтартӑвӗ.
Чӑваш Ен хӑйӗн халӑхӗн йӑла-йӗркине управлӑн тытса пырать. «Кӗрешӳ» спорт тӗсӗ аталанса пыни çакна аван çирӗплетсе парать. Мӑшӑр кӗрешӗвӗн наци спорт тӗсӗсен пӗтӗм тӗнчери I тата II вӑййисене ирттерни пирӗн халӑхӑн спорт тӗсне тӗнче шайӗнче йышӑннине палӑртать.
Нумаях пулмасть Шупашкарта ятарлӑ çар операцийӗн тӗревпе хускану тытӑмӗ айӑпланнӑ ветеранӗсен хушшинче çӑмӑл атлетика енӗпе пӗтӗм Раççейри пӗрремӗш физкультура мероприятийӗ иртрӗ. Тӑван çӗршывӑн хӳтӗлевçисемпе эпир яланах юнашар, мирлӗ вӑхӑтра вӗсене çӗнӗ çӗнтерӗве çывхартма пулӑшатпӑр.
Ҫакӑ йӑлтах Чӑваш Республики çершывӑмӑрта пысӑк çитӗнӳсен спортне тата массӑллӑ спорта аталантарма пысӑк тӳпе хывнине çирӗплетет.
Юлташсем, спорт сире пурнӑçра савӑнӑç, вӑй-хал парнелетӗр тата хӑвӑра çирӗп туйма май патӑр. Ырлӑх-сывлӑх тата юратнӑ Чӑваш Енӗмӗр ырлӑхӗшӗн çӗнӗ çитӗнӳсем тума сунатӑп сире.
Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев
