Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем, Чӑваш Ен ҫыннисем!

Сире Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Пирӗн ялавӑмӑр – патшалӑхӑн аслӑлӑхӗпе пӗрлӗхӗн символӗ. Вӑл ҫӗршывӑмӑрӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан историне, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ӑрӑвӗсен хастарлӑхӗпе паттӑрлӑхне, саманасен уйрӑлми ҫыхӑнӑвне тата йӑла-йӗркен тӑсӑмне сӑнарлать.

Ҫӗршыв Президенчӗ Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ 2026 ҫул патшалӑх символне ҫӗнӗ пӗлтерӗшпе пуянлатрӗ. Триколор пирӗн ҫӗршыври 190 ытла халӑха пӗрлештерет. Патшалӑха малалла тӗрекленме пулӑшса вӗсем экономикӑна, социаллӑ сферӑпа культурӑна аталантарас ӗҫе хӑйсен курӑмлӑ тӳпине хываҫҫӗ.

Паян Раҫҫей ялавне алра ҫирӗп тытса Тӑван ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлекенсене, хамӑрӑн хаклӑхсене тата пирӗн мирлӗ пурнӑҫ правине сыхласа хӑварассишӗн малти линире ҫапӑҫакансене уйрӑм тав сӑмахӗсем. Вӗсен хӑюлӑхӗпе ҫирӗп­лӗхӗ – патриотлӑха тата тивӗҫе чунтан парӑннине уҫҫӑн палӑртни.

Раҫҫей Патшалӑх Ялавӗ пирӗншӗн яланах мӑнаҫлӑхпа пӗрлӗхӗн тата ыранхи куна шанчӑклӑн  кӗтнин ытарлӑ палли пултӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ             Олег Николаев



22 августа 2026
07:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter