Пулӑшу памалли мерӑсем анлӑланнӑ: СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшупа вӑхӑтра тивӗҫтермеллине палӑртнӑ Олег Николаев
Чӑваш Енре республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе хута кайнӑ «Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» проект пурнӑҫланать. Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче анлӑлатнӑ виҫҫӗмӗш тапхӑр халӗ 13 муниципалитетра пурнӑҫа кӗрет. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен канашлура Чӑваш Енри ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ.
Адреслӑ пулӑшу памалли тӗп мел - «Пулӑшу десанчӗ» ятарлӑ ведомствӑсен хушшинчи тухса ҫӳрекен ушкӑнсем, вӗсен йышне координаци центрӗсене килекен ыйтусене тишкерсе палӑртаҫҫӗ. Ку кирлӗ специалистсене - юристсене, адвокатсене, социаллӑ служба, Социаллӑ фонд, ӗҫ тупма пулӑшакан центрсем, военкоматсем, муниципалитет администрацийӗсем, «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фонд филиалӗн, медицина учрежденийӗсен тата общество организацийӗсен представителӗсене - туххӑмрах явӑҫтарма май парать.
Ҫавӑн пекех Правительствӑн «Уҫӑ калаҫу» проекчӗ шайӗнчи лапамсенче Министрсен Кабинечӗн членӗсем ял-хула ҫыннисемпе тӗл пулса, вырӑнти ыйтусене регион шайӗнче татса пама пулӑшаҫҫӗ.
«Пулӑшу десанчӗ» ӗҫне хастар хутшӑнакан ҫынсене пурне те тав сӑмахӗ калас килет. Ҫак ӗҫ чӑнах та усӑ парать, хутшӑнӑвӑн ҫӗнӗ формисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен хӑйсене те, вӗсен ҫемйисене те чӑннипех кирлӗ пулчӗҫ. Ҫакӑн пек проектсене аталантармалла тесе шутлатӑп, хӑйсен тухӑҫлӑхне уйрӑм тӑрӑхсенче кӑтартнӑ ӑнӑҫлӑ практикӑсене ытти муниципалитетсенче те пурнӑҫа кӗртсе пыма тӑрӑшмалла», - тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Виҫҫӗмӗш тапхӑрта психологи пулӑшӑвӗ ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫар ҫыннисен арӑмӗсем валли «Территория тыла: психологический привал» уйрӑм занятисем ирттереҫҫӗ, чунри шайлашулӑха йӗркене кӗртме пулӑшаҫҫӗ, кирлӗ чухне уйрӑм консультацисем те йӗркелеҫҫӗ. Онлайн-приёмнӑй ӗҫлет, ун урлӑ ведомствӑсен специалисчӗсен консультацине килтен тухмасӑрах илме пулать. Ҫавӑн пекех «Клуб участников СВО» – площадка, унта таврӑннӑ ҫар ҫыннисем общество организацийӗсен ертӳҫисемпе пӗрле служба хыҫҫӑн хӑйсен вырӑнне шыракансене ӗҫпе хӑнӑхтару опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑн ҫинчен каланӑ та Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Хӑрушсӑрлӑх Канашӗн ларӑвӗнче: «Ку ыйту пирӗн паттӑрсене ятарлӑ ҫар операцийӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫапӑҫу линийӗнчен таврӑнсан, кирлӗ пек пысӑк тимлӗх уйӑрасси. Вӗсене ӗҫе вырнаҫтарасси те пӗлтерӗшлӗ. Ку пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ, ун патне маларах хатӗрленмелле», - тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ вӑл.
Паянхи кун тӗлне «Пулӑшу десанчӗ» 36 хутчен ҫула тухнӑ, унта пин ытла специалист хутшӑннӑ. СВОна хутшӑннисем тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисем 1700 яхӑн ыйту ҫине хурав илнӗ. Ветерансен удостоверенийӗсем, санаторире канмалли условисем пирки, пенси, тата ытти ыйтусем те кун йӗркинчех тӑнӑ яланхи пекех. Тепӗр тӗлпулу ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта иртӗ. «Пулӑшу десанчӗ» ӗҫ графикӗ Чӑваш Енӗн Ӗҫлев министерствин официаллӑ сайтӗнче пичетленнӗ.
«Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» проектӑн хушӑмлӑ пӗтӗмлетӗвӗсене пӗтӗмлетнӗ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене социаллӑ пулӑшу парассине анлӑлатма пулӑшакан ҫӗнӗ Указа алӑ пуснине пӗлтернӗ. Документа «Пулӑшу десанчӗ» тата «Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» проект ĕҫленĕ чухне кĕртнĕ ыйтусене шута илсе хатĕрленĕ. Вӑл темиҫе принциплӑ ҫӗнӗ мерӑсем йышӑнать. Пӗрремӗшӗнчен, ҫемье членӗсене танлаштарнӑ граждансен пулӑшу виҫисем анлӑлансах пыраҫҫӗ.
Сусӑрланнипе, контузи пулнипе е чирленипе инвалидлӑха илнӗ СВОна кӗрекенсем валли паракан ҫӑмӑллӑхсем сроксӑр пулаҫҫӗ – палӑртнӑ инвалидлӑх ушкӑнне пӑхӑнмасӑр. Тӳлевсӗр вӗри апатлану, унччен СВОна хутшӑнакансен ҫемйисенчен шкул ачисем валли кӗртнӗскер, халӗ колледжсен студенчӗсем ҫине те сарӑлать, сӑмах май, регион Пуҫлӑхӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 9-мӗш класран вӗренсе тухакансен 60 ытла проценчӗ вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисене вӗренме кӗрет, ҫавӑн пек ҫӑмӑллӑх ҫукки кӑштах пӑшӑрхантарать. Апла пулсан, хальхи ҫӗнӗлӗх вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче ӑс пухакансене валли те пулӗ. Ҫавӑн пекех Олег Николаев СВО хутшӑнакансен ассоциацийӗн никӗсӗ ҫинче ветерансен организацийӗсен Координаци канашне йӗркелени ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫак площадка тӗрлӗ ӳсӗмри ветерансем вӑй хунине пӗрлештерсе тытӑмлӑ ӗҫе пур енӗпе те пулӑшса пыма май панине асӑннӑ.
