Промышленноҫ производствин ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе Чӑваш Ен ПФОра малти вырӑнта яланхи пекех пулнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Промышленноҫ производствин ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе Чӑваш Ен ПФОра малти вырӑнта яланхи пекех пулнине каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Правительствин ҫуртӗнче эрнесерен иртекен планеркӑра республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсене тата 2026 ҫулхи ҫичӗ уйӑхри республика бюджетне пурнӑҫланине сӳтсе явнӑ.

«Пысӑк ӗҫ тумалли ҫул-йӗрсене те курса тӑратпӑр. Пӗтӗмлетӳсене пӗтӗмлетме кӑна мар, ҫитес планлӑ тапхӑрта республика аталанӑвне палӑртмалли йышӑнусем тума та халех тӑрӑшмалла. Ҫавӑнпа Правительствӑна кӑтартусене тимлӗн хак пама, ӗҫе ӑҫта вӑйлатмаллине тата паянах ҫӗнӗ бюджета шӑпах лайӑх динамика сыхласа хӑварма, малалла ӳсме майсем туса пама май паракан вариантсене хывмаллине палӑртма ыйтатӑп», - тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Паллӑрах кӑтартусенчен пӗри — промышленноҫ производствин ӳсӗмӗ. Промышленноҫ аталанӑвӗн хӑвӑртлӑхӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче пӗрремӗш вырӑна, Раҫҫейре 12-мӗш вырӑн йышӑннӑ (пӗрремӗш ҫур ҫулхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх). Регионти предприятисем продукцие 426 млрд тенкӗлӗх калӑпланӑ, ку иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртинчен 15 процента яхӑн нумайрах. Динамикӑна чи малтанах пысӑк технологиллӗ отрасльсем кӑтартаҫҫӗ: компьютер, электронлӑ тата оптика изделийӗсен кӑларӑмӗ 1,6 хут, сӗтел-пукан туса кӑларасси — 1,4 хут, электрооборудовани — 1,2 хут ӳснӗ. Промышленноҫ предприятийӗсене пулӑшма регион бюджетӗнчен 313,6 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫа-тенкӗ ҫӗнӗ оборудовани, льгота тата лизинг валли субсидисем пама кайнӑ.

Аграри секторӗ те пысӑк кӑтартусемпе палӑрса тӑрать. Ял хуҫалӑх таварӗсене тирпейлесе кӑларакансем 75,3 пин тонна аш-какай, 309,1 пин тонна сӗт тата 326 млн ҫӑмарта туса илнӗ. Ялсене аталантарма тата отрасле пулӑшма 7,8 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗсенчен 4 млрд тенкине фермерсемпе агропредприятисене валли янӑ, 3,8 млрд тенкине — ҫулсене юсама, тирпейлеме тата социаллӑ сферӑна аталантарма уйӑрнӑ. Уйрӑмах Правительство аякри ялсенче вырнаҫнӑ лавккасенчи суту-илӳ ӗҫне аталантарасси ҫине тимлӗх уйӑрать.

Шупашкар, Вӑрмар тата Йӗпреҫ округӗсенче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне 30 млн тенкӗлӗх панӑ. Ку укҫапа автолавккасем туянӗҫ, ҫӗнӗ павильонсем лартӗҫ, ҫавӑн пекех суту-илӳ площадкисене хӑпартӗҫ.

Экономика кӑтартӑвӗсем ӳсни граждансен харпӑр тупӑшӗсем ҫинче те палӑрать. Вӑтам ӗҫ укҫи 72 пин тенке ҫитнӗ. Ҫулталӑкра вӑл 8,4% ӳснӗ. Тупӑш пуринчен ытла финанс секторӗнче вӑй хуракансен, энергетикӑпа ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен хӑпарнӑ. Регионти предприятисемпе учрежденисем ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерсе малалла та анлӑланса пыраҫҫӗ.

Налуксем республика бюджетне самай пысӑклатнӑ. Тупӑш 40 процентран ытларах ӳссе 88,5 млрд тенке ҫитнӗ. Бюджетӑн тӑкакӗсем 17% ӳссе 69,8 млрд тенкӗпе танлашнӑ. 50 млрд тенке яхӑн Чӑваш Ен Правительстви социаллӑ пурнӑҫпа культура сферине валли пӑхса хӑварнӑ. Пуринчен ытла укҫа-тенкӗ вӗренӳ пайне – 22,7 млрд тенкӗ тата социаллӑ политика тытӑмне  – 19,6 млрд тенкӗ  пӑхса хӑварнӑ. 4,3 млрд тенкӗ сывлӑх сыхлавне, 1,8 млрд – культурӑна, 1,2 млрд – спорт ҫине янӑ.

Регион хуласемпе ялсен инфратытӑмне инвестициллӗ программӑсемпе килӗшӳллӗн кулленех ҫӗнетсе пырать.  Социаллӑ тата коммуналлӑ объектсене тума тата ҫӗнетме ҫичӗ уйӑхра 3,7 млрд тенкӗ бюджет укҫи-тенкине яхӑн тӑкакланӑ.  Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра пӗтӗмпе 20 млрд тенкӗ тӑракан 111 инвестици проектне тата 289 инфратытӑм проектне харпӑр инвестицисене явӑҫтарса вӗҫлеме палӑртнӑ. 

Ҫурт-йӗр строительстви те хастар аталанса пырать. Ҫичӗ уйӑхра 352,2 пин тӑваткал метр пурӑнмалли лаптӑка хута янӑ. Пӗтӗм калӑпӑшӑн ҫурри ытла — уйрӑм ҫынсен (ИЖС) строительстви. Чи пысӑк ӳсӗм Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче палӑрать: унти кӑтартусем 1,5 хут хӑпарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗм 1,4 хут, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче — 1,2 хут пулнӑ.



25 августа 2026
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter