Лайӑх йӗркеленнӗ ушӑнпа пурнӑҫланӑ ӗҫ пысӑк кӑтартупа палӑрма пултарассине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Ертӳҫӗсен команди» конкурсăн çурма финалĕнче

Лайӑх йӗркеленнӗ ушӑнпа пурнӑҫланӑ ӗҫ пысӑк кӑтартупа палӑрма пултарассине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  «Ертӳҫӗсен команди» конкурсăн çурма финалĕнче

Чӑваш Енре «Управленецсен ушкӑнӗ – 2026» республика конкурсӗн ҫурма финалӗ иртнӗ. Кӑҫал унта хутшӑнма бизнес, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав тата ӑслӑлӑх представителӗсенчен 314 заявка килнӗ, ҫурма финала 105 ҫын хутшӑннӑ. Конкурса республикӑна аталантарма хатӗр малашлӑхлӑ ертӳҫӗсене шыраcа тупас тӗллевпе йӗркеленӗ. Управленецсем экспертсене сакӑр енпе тӗплӗ ӗҫленӗ проектсемпе паллаштарнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗнӗ пуҫарусемпе шухӑшсене сӳтсе явма хутшӑннӑ. Заявкӑсем пысӑк пулни конкурса  кӗрекен ҫӗнӗлӗхсен тухӑҫлӑхне ҫирӗплетет тенӗ вӑл. «Конкурс ячӗ – «Управленецсен ушкӑнӗ» – хӑйӗнче тарӑн пӗлтерӗш илсе пырать. Ку вӑл – кашнин профессионализмӗ ҫинче никӗсленнӗ  ӑнлав, кирек мӗнле ыйтӑва та кал-кал татса пама пултарни. Пурнӑҫ кӑтартса парать: паян ҫакӑн пек пӗрле ӗҫлени кӑна ҫитӗнӳпе малалла ӑнтӑлма витӗм кӳрет. Пурнӑҫа ӗнерхинчен те лайӑхрах йӗркелесе пыма витӗм кӳресси тӗп ыйтусенчен пӗри яланах пулмалла. Улатӑртан пуҫласа Сӗнтӗрвӑрри  таран лайӑхлатмалла, ҫамрӑксем хӑйсене кирлӗ пек туйччӑр, тӑван ҫӗр ҫинче хӑйсем тӗллӗн аталанма пултарччӗр. Кун пек пултӑр тесен, вара вӗсене валли хӑтлӑ мӗнпур условисене йӗркелесе пама пӗлмелле»,  тесе палӑртса каланӑ регион Ертӳҫи.

Конкурс тепӗр тесен, Правительство ӗҫне уйрӑммӑн «тепӗр енчен» хаклама май парать.  Пысӑк пӗлтерӗшлӗ плансене пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе пӗрле пухӑнса ӗҫе кӗртме те меллӗ. Карьера тӑвкас текенсемшӗн те паха. Кашни хӑйӗн ӑсталӑхне ӑмӑртура кӑтартса пама пултарайрать.    Кун пирки те палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Ҫурма финал ҫӗнтерӳҫисем виҫӗ проект пулса тӑнӑ: «Региональная трехуровневая система поддержки молодых специалистов «Хават», «Цифровое наставничество – инвестиция в бюджет Чувашии», ҫавӑн пекех «ДОЛ – территория профессиональных возможностей». Хаклама тӑратнӑ проектсен ӗҫӗ республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тӑнине палӑртнӑ жюри.

 «Управленецсен команди» конкурс Чӑваш Енре 2020 ҫултанпа иртет. Йӗркелӳҫи – Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ.

Конкурс финалне авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттерме палӑртнӑ. Чи лайӑх кӑтартусем кӑтартнӑ хутшӑнакансем регионти ертӳҫӗсен резервне кӗме тата влаҫ органӗсем ҫумӗнчи эксперт канашӗсен ӗҫне хутшӑнма пултарӗҫ.



26 августа 2026
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter