Санкт-Петербургра иртекен Чӑваш Ен кунӗсенче республика пуян культурӑпа тата ӗҫлӗ программӑпа хӑнасене паллаштарассине хыпарланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Мускавра «Комсомольская правда» кӑларӑма интервью панӑ. Вӑл журналистсене Чӑваш Енӗн кунӗсем Санкт-Петербургра епле йӗркеленсе иртесси пирки каласа кӑтартнӑ.
Паянтан пуҫласа ыранччен тӗп хулара пурӑнакансемпе хӑнасен Чӑваш Республикипе, унӑн пуян культурипе тата йӑли-йӗркипе паллашма питӗ чаплӑ май пулӗ. Чӑваш Ен кунӗсен шайӗнче ӗҫлӗ тата спорт площадкисем ӗҫлӗҫ.
«Санкт-Петербургра пурӑнакансемпе хӑнасем валли Чӑваш Ен пуян культурӑллӑ тата ӗҫлӗ программӑсем хатӗрленӗ. Концертсем кӑна мар, сывлӑх сыхлавӗн, вӗренӳ, ял хуҫалӑх, промышленноҫ, культура, экономика тата бизнес отраслӗсемпе уҫӑ калаҫусем иртӗҫ. Кунта эксперт пӗрлӗхӗ пирӗн ҫитӗнӳсене сӳтсе явӗ, чи кирли – малашнехи пӗрлехи плансене ӗҫтешсемпе пӗрле пӑхса тухасси», – тесе ҫапларах палӑртса каланӑ Олег Николаев.
Уявӑн тӗп лапамӗ Санкт-Петербургри Патшалӑх академи капелли пулӗ. Комплекс картишӗсенче «Чӑваш Ен таварӗсен картти» вырнаҫӗ, унта республикӑри предприятисен специалисчӗсем хӑнасене регион бренчӗсемпе паллаштарӗҫ, наци кухнин апат-ҫимӗҫӗсемпе сӑйланса пӑхма условисем хатӗрлесе тӑратӗҫ.
Сцена ҫинче Чӑваш патшалӑх ансамблӗн артисчӗсем концертсем, чӑваш ташшипе мастер-классем ирттерӗҫ. Культура атмосферине наци костюмӗсен ятарлӑ коллекцийӗн кӑтартӑвӗсем, «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» чаплӑ, кӗмӗл эрешсемпе пуҫ капӑрӗсен куравӗ те пуласси паллӑ.
Программӑн спорт пайӗ те кӑсӑклӑ пулӗ. Интеллектуаллӑ ӑмӑртусене кӑмӑллакансене чӑваш гроссмейстерӗсем пӗрле шахмат тӗлпулӑвӗсем кӗтеҫҫӗ.
Чӑваш Ен кунӗсен ҫутӑ аккорчӗ анлӑ культурӑллӑ шоу пулӗ, унта йӑлана кӗнӗ фольклор тата хальхи сцена постановкисем пӗр чӑмӑра пухӑнӗҫ.
