Санкт-Петербургри Чӑваш Ен кунӗсен вӗренӳ программи: вӗренӳ сферинче килӗштерсе ӗҫлессине аталантарасси
Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунӗсем ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче старт илнӗ. Кунта тӳрех Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствин темиҫе лапамӗ ӗҫлеме пуҫланӑ, вӗсенче регионта ӗҫлекен вӗренӳ тытӑмӗн пӗтӗм шайне хӑнасене тӗплӗн кӑтартса панӑ.
«Питӗрте пулакан Чӑваш Ен кунӗсем регионсем хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва сарма витӗм кӳреҫҫӗ. Диалога ҫирӗплетессипе системӑллӑ ӗҫлени те куҫкӗретех. Эпир килӗштерсе ӗҫлеме хавас пулнине те куратпӑр: шкулчченхи вӗренӳ тата педагогика кадрӗсем хатӗрленисенчен пуҫласа пултаруллӑ ачасемпе тата промышленноҫь секторӗпе СПО учрежденийӗсене интеграцилени таранах. Алӑ пусса ҫирӗплетнӗ килӗшӳсем — пӗрлехи проектсене пӗр-пӗрин опычӗсене тӗпе хурса пурнӑҫа кӗртмелли тӗп условисенчен пӗри тесен те, йӑнӑшах мар пулӗ. Пирӗн ӗҫлевсемпе практикӑсем ҫӗнӗ импульс парассине шанатӑп тата Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн аталанӑвӗн, историпе, йӑла-йӗркисемпе ҫыхӑну тытса тивӗҫлӗ ӑрӑва воспитани пама пулӑшассине те пӗлсех тӑратӑп», — тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн площадкинче «Халӑх культурипе тӑван чӗлхене шкул ҫулне ҫитменнисен хушшинче анлӑлатасси» уҫӑ калаҫу иртнӗ. Экспертсем шкулчченхи организацисен ӗҫне инновациллӗ педагогика тата информаципе коммуникаци технологийӗсене ӗҫе кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тарӑн тишкернӗ. Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗпе Санкт-Петербургри К.Д. Ушинский ячӗллӗ педагогика вӗрентӗвӗн академийӗ хушшинче килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫ хутне тӗпе хурса опытпа тӑтӑшах ылмашӑнма, педагогсен квалификацине ӳстермелли программӑсене пӗрле пурнӑҫлама, воспитани ӗҫне аталантарма тата наципе культура пуҫарӑвӗсене хастаррӑн пулӑшма палӑртнӑ.
Ҫав кунах А.И. Герцен ячӗллӗ Раҫҫей патшалӑх педагогика университетӗнче «Объединвшие Чувашию и Санкт-Петербург: архитектор П.Е. Егоров и китаевед Н.Я. Бичурин» темӑпа «ҫавра сӗтел» мелӗпе уҫӑ калаҫу иртнӗ. Ученӑйсемпе тӗпчевҫӗсем Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсем тӑван ҫӗршыв наукӑпа архитектура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Истори астӑвӑмне упрас тата регионсем хушшинчи ӑслӑлӑх ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетес ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑм пулнине уҫҫӑнах ҫирӗплетнӗ калаҫӑва пухӑннисем.
Санкт-Петербургри «Академия талантов» базинче вӗренӳ программине тишкернӗ. Чӑваш Ен делегацийӗ регионсенчи пултаруллӑ ачасемпе ӗҫлемелли практикӑсене, ҫав шутра «Ман ҫул ҫӳрев кӗнеки», «Кутамккапа утатӑп», ҫавӑн пекех «Салтак виҫкӗтеслӗхӗ», «Сӑр чикки» тата та ытти проектсемпе паллаштарнӑ. Специалистсем шырав енӗпе пӗрле ӗҫлеме, пулӑшма, пултаруллӑ шкул ачисемпе пӗрле пулма, интенсивлӑ профиль программисене пурнӑҫа кӗртме тата олимпиадӑсене хатӗрленме калаҫса татӑлнӑ. Ҫак пунктсем пурте пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗ тата «Академия талантов» пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӳ никӗсне хывнӑ.
Чӑваш Ен представителӗсем Санкт-Петербургри професси пӗлӗвӗ паракан икӗ вӗренӳ учрежденине ҫитсе курнӑ, вӗсен базинче уҫӑ калаҫусем ирттернӗ. Тӗп темӑсен шутӗнче — вӗренӳ тата производство интеграцийӗн хальхи моделӗсем, вӗренӳпе производство полигонӗсем, ҫамрӑксен конструктор бюровӗсем йӗркелесси тата колледж никӗсӗ ҫинче «Вӗрентӳ завочӗ» проекта пурнӑҫа кӗртесси пулнӑ.
Икӗ ен регионсем хушшинчи килӗштерсе ӗҫлессин пысӑк вӑй-хӑватне палӑртнӑ, вӗренӳ сферинчи опытпа малашне те ылмашӑнма тата пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртме хатӗррине ҫирӗплетнӗ.
