Петербургра пулнӑ Чӑваш Ен кунӗсем икӗ регионӑн культурӑпа, йӑла-йӗркине тата искусствине пӗрлештернине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунне уявламалли тӗп лапам Патшалӑх академи капелли пулнӑ. Кунта тӗрлӗ куравсемпе презентаци зонисем ӗҫленӗ, унта пурӑнакансем тата хула хӑнисем интерактивлӑ режимра регионӑн экономикӑпа культура вӑй-хӑвачӗпе паллашнӑ.
Хӑнасене уйрӑмах «Тӑван ҫырансем» тематика куравӗ кӑсӑклантарнӑ, курма пынисем культура пуянлӑхне курса ӗненнӗ.
Ҫӗршывӑн гастрономи нумай енлӗхне сӑнлакан Раҫҫейӗн апат-ҫимӗҫ карттин презентацийӗ тӗп пулӑм пулса тӑнӑ.
«Верьял» фольклор ансамблӗн артисчӗсем чӑваш уявӗн атмосферине кӑтартса панӑ. Хӑйсен театрализациленӗ представленийӗнче вӗсем халӑх юррисемпе ташшисене, пӗр сӑмахпа каласан, халӑхӑн йӑли-йӗркисене сӑнарлӑн кӑтартнӑ.
Уйрӑм блокпа «кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗн стилизациленӗ презентацийӗ иртнӗ. Спортсменсем куракансене хӑйсен вӑйне, ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартса панӑ, ҫӗнтерӳсем патне илсе пыма витӗм кӳрекен мелсемпе паллаштарнӑ.
Паллӑ сӑнарлӑ ӳнер ӑстисен ятарлӑ куравӗсем те уҫӑлнӑ. Унта ҫӳрекенсем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствин Ҫарпа истори музейӗн тӗп ӳнерҫи Евгений Емельяновӑн, ҫавӑн пекех РСФСР халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Анатолий Рыбкинӑн илемлӗ пир-авӑрӗн ӗҫӗсемпе паллашнӑ.
Программӑн гастрономи пайӗ мӗнпур хӑнана «тыткӑна» илнӗ. Кӑмӑл тӑвакансем пурте республикӑра туса кӑларнӑ таврсене сӑйланса пӑхнӑ. Сӗт-ҫусене, пылсене, аш-какайсене – ҫак тата ытти чылай ҫимӗҫе тивӗҫлипе хакланӑ.
Ӳнер ӑстисен уявӗ чаплӑ концертпа вӗҫленнӗ.
«Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунӗсем иртнӗ май, ӗҫлӗ тӗлпулусене, чылай килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Эпир Чӑваш Ене унӑн пӗтӗм нумай енлӗхне – йӑла-йӗркене типтерлӗн тытса пыракан, малашлӑха шанчӑклӑн калӑплакан историне – кӑтартса патӑмӑр. Тавах ҫак кунсенче пирӗнпе пӗрле пулнӑ Питӗрте пурӑнакан ентешсене!
Пирӗн мӑнаҫланмалли те ҫук мар, чылай ҫитӗнӳ пурри те куҫкӗретех. Чи кирли – пуласлӑхра та пӗрле пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлесси. Чӑваш Ен малалла та эткерлӗхе упраса, туслӑха упраса, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫул-йӗрсене уҫса пырассипе тӑрӑшса ӗҫлӗ», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
