Социаллӑ ҫурт-йӗр тӑвасси – Чӑваш Ен территорийӗсене аталантармалли приоритет пулнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Енре социаллӑ ҫурт-йӗр тӑвасси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 14 муниципалитетпа хула округӗ ӑна туса хума пӗтӗмпех хатӗр ӗнтӗ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен канашлура Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ЖКХ министрӗ Владимир Максимов пӗлтернӗ.
«Ҫӗнӗ ҫуртсене хута яни вӑл территорие тата унӑн инвестици илӗртӳлӗхне аталантарассин кӑтартӑвӗ. Бюджет укҫи-тенки уйрӑм категориллӗ граждансене – тӑлӑхсене, нумай ачаллӑ ачаллисене, авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫса килнисене хваттерсем уйӑрса пама каять. Пирӗн тӗллев – хальхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан ҫуртсем тӑвасси. Ҫакӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса парать кӑна мар, муниципалитет округӗсен сӑн-сӑпатне те ҫӗнетет, вӗсенче пурнӑҫа илӗртӳллӗрех тӑвать», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тата служба ҫурт-йӗрне йӗркелеме 180,7 пин тв. м кирлӗ – ку 5038 хваттер кирлине пӗлтернӗ. Паянхи куна республикӑри 19 муниципалитетра пӗтӗмпе 278 пин тӑваткал метр лаптӑклӑ 58 ҫӗр лаптӑкне кадастр учетне тӑратнине хыпарланӑ Владимир Максимов.
Мониторинг кӑтартӑвӗсем тӑрӑх мӗнпур 23 муниципаллӑ йӗркеленӳ виҫӗ ушкӑна пайланнӑ.
Пӗрремӗш ушкӑна 14 муниципалитет кӗнӗ, унта чӑмӑртаннӑ лаптӑксем пурӑнмалли ҫурт-йӗр кирлӗлӗхне туллин тивӗҫтереҫҫӗ: Элӗк, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Вӑрнар тата Вӑрмар МО.
Иккӗмӗш ушкӑна 6 муниципалитет кӗрет, унта хула потенциалӗ пур, анчах лаптӑксем ҫителӗксӗр: Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисем, ҫавӑн пекех Канаш МО.
Виҫҫӗмӗш ушкӑнра – 3 муниципаллӑ йӗркеленӳ, вӗсенче паянхи кун тӗлне нумай хваттерлӗ ҫуртсем тума юрӑхлӑ ҫӗр лаптӑкӗсем ҫук: Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк МО.
Ултӑ округра – Канаш, Вӑрнар, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле, Тӑвай тӑрӑхӗсенче – граждансен ҫӑмӑллӑхлӑ категорийӗсем валли хваттерлӗ 14 ҫурт хӑпартаҫҫӗ те ӗнтӗ. Кӑҫалхи IV кварталта нумай хваттерлӗ ҫуртсене ултӑ округра – Улатӑр, Куславкка, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Етӗрне, ҫитес ҫул вара – Каҫал енре тата Пӑрачкав хулисенче тума тытӑнма палӑртнӑ.
Олег Николаев муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе Строительство министерствине коммерци организацийӗсене явӑҫтарса ҫурт-йӗр фондне йӗркелеме хушнӑ. Вӑл кашни округра хӑйӗн ӗҫченӗсем валли хваттерсем туянассипе кӑсӑкланакан тата стройкӑна инвестици хывма хатӗр предприятисем пуррине каланӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫакна пысӑк ресурс тенӗ: корпоративлӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр застройщиксен территорийӗн илӗртӳлӗхне ӳстерет, строительствӑна хӑвӑртлатать. Ҫавна май льготниксен умӗнчи бюджет обязательствисем туллин сыхланса юлаҫҫӗ. Олег Николаев Строительство министерствине асӑннӑ ыйтусене ҫирӗп тӗрӗслесе пыма хушнӑ.
Владимир Максимов ҫавӑн пекех Шупашкар хулинчи «Кувшинка» микрорайонта икӗ ҫурта (позиции 3 и 19) хута ярассине пӗлтернӗ. 2020 ҫултан пуҫласа строительство ӗҫӗсене вӗҫлессе 590 дольщик кӗтнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа уҫӑсене пама пуҫланӑ — малтанхи 16 ҫемьене хваттермхваттерсем панӑ та ӗнтӗ.
