Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани
Хаклӑ вӗренекенсемпе студентсем! Хисеплӗ педагогсем тата ашшӗ-амӑшӗ!
Сире Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламлатӑп! Ҫакӑ Чӑваш Енре пурӑнакан пӗтӗм ҫыннӑн уявӗ, кашни ҫемьере тенӗ пекех шкула ҫӳрекен ачасем, студентсемпе педагогсем пур-ҫке.
Пӗрремӗш шӑнкӑрава шкула пуҫласа каякан ачасем уйрӑмах савӑнса кӗтеҫҫӗ. Кӑҫал 11 пин ытла ача пӗрремӗш класа каять. Вӗсене халиччен пӗлмен ҫӗнӗлӗхсем, кӑсӑк вӗренӳ тата шанчӑклӑ туссем кӗтни пирки пӗрре те иккӗленместӗп. Шкул ҫулӗсем вӗсемшӗн ӗмӗрлӗхех асра юлччӑр тата малашнехи пурнӑҫра кӑмӑл-сипетӗн тӗп палли пулса тӑччӑр.
Вӗренсе тухакан классенчи ҫамрӑксемшӗн ҫӗнӗ тӗрӗслевсем витӗр иртмелли тата малашнехи ҫула суйламалли яваплӑ вӑхӑт ҫитет. Ҫакна асра тытӑр: пӗлӳ вӑл – сирӗн пуласлӑхӑрӑн ҫирӗп никӗсӗ тата ыранхи ҫитӗнӳсен уҫҫи.
Студентсемшӗн те вӗренӳ ҫулӗ професси еннелле выртакан ҫулри пӗлтерӗшлӗ тапхӑр пулса тӑрать. Эсир хӑвӑршӑн пурнӑҫри тӗллевсене палӑртса хунӑ ӗнтӗ, халӗ вара кашни семестр, кашни заняти сире юратнӑ ӗҫӗр патнелле ҫывхартать.
Ҫак кун вӗрентекенсемпе педагогсем уйрӑм тав сӑмахӗсене тивӗҫлӗ. Паян республикӑри вӗрентӳ тытӑмӗнче 20 пин ытла ҫын вӑй хурать. Эсир – ачасене кӑсӑклантарса хавхалантарма пӗлекен чӑн-чӑн профессионалсем, наставниксем. Сирӗн ӗҫӗр чи пысӑк хисепе тивӗҫ. Республика Правительстви шкулсене хӑтлӑрах, хальхи вахӑта юрӑхлӑрах тума, сирӗн ӗҫ условийӗсене вара лайӑхлатса пыма тӗллев лартать. Тарӑн ӑсӑршӑн, чӑтӑмлӑхӑршӑн тата хӑвӑр ӗҫӗре чунтан юратнӑшӑн сире пурсӑра та тавтапуҫ!
Хаклӑ ашшӗ-амӑшӗ, эсир те паян, хӑвӑр ачӑрсемпе пӗрле, пӗлӳ тӗнчин ҫӗнӗ тапхӑрне уҫатӑр. Сирӗншӗн те ҫакӑ ҫӑмӑл мар, анчах та ҫӗннине уҫма май паракан илӗртӳллӗ ҫул. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ сире хӑвӑрӑн ачӑрсемшӗн мӑнаҫланма ытларах та ытларах майсем парнелетӗр.
Чӑваш Енре эпир кашни ачанах вӑл хулара е ял тӑрӑхӗнче пурӑннине пӑхмасӑр, пахалӑхлӑ пӗлӳ илмелли майсем туса памалли хамӑрӑн тӗллев патнелле ҫирӗппӗн утатпӑр. 2020 ҫултанпа пӗтӗм республикипе ку чухнехи 12 шкул туса лартнӑ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑна эпир 6 пин ытла ҫӗнӗ вӗренӳ вырӑнӗ йӗркелерӗмӗр. Кӑҫал вара пурлӑх никӗсне ҫӗнетес тӗлӗшпе халиччен пулманнине турӑмӑр: 38 вӗренӳ учрежденийӗнче тӗп юсав пырать те ӗнтӗ.
Ҫак ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ кӑсӑклӑ та тулли тата тухӑҫлӑ пултӑр! Уяв ячӗпе! Ҫӗнӗ пӗлӳсемпе ҫитӗнӳсем еннелле утма телейлӗ ҫул сире!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
