«Сингулярити» – пултаруллӑ ҫамрӑксене пӗрлештерме тата креативлӑ индустрийсене аталантарма пулӑшакан уҫлӑх пулнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Пӗлӳ кунӗнче Ачасен пултарулӑх керменӗнче ҫӗнӗ ӑрури «Сингулярити» вӗренӳ центрӗ хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ. Ҫӗршыври малта пыракан ИТ-компанисемпе пӗрле йӗркеленӗ проект пултаруллӑ ҫамрӑкшӑн тата Раҫҫейри персонализациленӗ вӗренӳ флагманӗшӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑн пулса тӑнӑ.
Центр тӑвасси – республикӑра ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен «Сингулярити» колледжӑн логикӑллӑ тӑсӑлӑвӗ, унран вӗренсе тухакансем ҫӗр проценчӗпех кирлӗ пулнине тата ӗҫе вырнаҫассине Яндекс пек шайри компанире кӑтартаҫҫӗ. Ҫӗнӗ центр ДДЮТ базинче «шкул – колледж – проект – ӗҫ» ятлӑ вӗренӳ маршрутне йӗркелет, ҫамрӑксене хальхи цифрӑллӑ профессисене алла илме витӗм кӳрет, регионта ӗҫ тупса пурӑнма май парать, проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма пулӑшать.
Пӗлӳ кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ линейкӑра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн членӗ Алла Салаева, Министрсен Кабинечӗн членӗсем, «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» республикӑри общество организацийӗн председателӗ Наталья Николаева пулнӑ.
«Ку вӑл республикӑри пӗтӗм вӗренӳ тытӑмӗшӗн паллӑ пулӑм. Искусствӑлла интеллект ҫинче никӗсленнӗ меслетсем кашни ачан таланчӗсене уҫса паракан пайӑр траекторисене йӗркелеме май панине куратпӑр. Уйрӑмах ҫак модель практикӑра курӑнни хавхалантарать. Центртан вӗренсе тухнисем Раҫҫейре пысӑк IT-корпорацисенче кирлӗ пулни те куҫ кӗретех. Ҫак площадка ҫамрӑксен коллаборацийӗн тӗшши, креативлӑ индустрийсен аталанӑвӗн тата пирӗн регионти актуаллӑ тӗллевсене татса памалли вырӑн пулса тӑрасса шанса тӑратӑп. Пур вӗренекене те, педагогсене те, ашшӗ-амӑшне те палӑртнӑ тӗллевсем патне хӑюллӑн пыма, пӗтӗмпех мӗн шухӑшласа хунисене пурнӑҫлама сунатӑп», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николав.
«Шупашкар хальхи вӑхӑтри вӗренӳ технологийӗсен флагманӗ пулса тӑрать. Ашшӗ амӑшӗпе ачасем инновацисем валли ӑнланса суйласа илни – вӗсен пулас конкурентлӑх никӗсӗ. Пирӗн тӗллев те – республикӑра кашни ачана уйрӑммӑн ӑса хывмалли тытӑм тӑвасси. Профессие чӗре ыйтнипе суйланӑ чухне вара хальхи майсем ҫирӗпленеҫҫӗ, чӑн-чӑн ӑнӑҫу ҫуралать», – тесе каланӑ Алла Салаева хӑйӗн саламӗнче.
Ҫӗнӗ вӗренӳ центрӗнче вӗренекенсемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑранӑ. Савӑнӑҫлӑ линейка хыҫҫӑн сумлӑ хӑнасем ҫӗнӗ вӗренӳ площадкисене пӑхса ҫаврӑннӑ: хальхи кабинетсене, интерактивлӑ зонӑсене, ҫав шутра фиджитал-пространствӑна та курнӑ. Ҫӗнӗ центрта персонализациленӗ вӗрентӳ валли ИИ-платформа, искусственнӑй интеллект лабораторийӗ, коворкинг тата креативлӑ мастерскойсем хута янӑ.
Олег Николаев «Сингулярити» колледжран вӗренсе тухакансемпе калаҫнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: вӗсенчен хӑшӗ-пӗри кӗҫӗн курссенчи студентсемшӗн наставниксем пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ ӑрӑвӑн «Сингулярити» вӗренӳ центрӗн директорӗ Руслан Баширов Чӑваш Ен Правительствине тата Шупашкар администрацине пулӑшнӑшӑн, шаннӑшӑн тав тунӑ.
