Чӑваш Ен Колледжӗсемпе предприятийӗсем транспорт тытӑмӑ валли кадрсем хатӗрлес ӗҫе пӗрле хатӑрлеме пуҫланине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Колледжӗсемпе предприятийӗсем транспорт  тытӑмӑ валли кадрсем хатӗрлес ӗҫе пӗрле  хатӑрлеме пуҫланине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Пӗлӳ кунӗнче Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗн никӗсӗ ҫинче транспорт отраслӗнче «Профессионалитет» федераци проекчӗн кластерне уҫнӑ.

 «Профессионалитет» патшалӑх, вӗренӳ учрежденийӗсем тата индустри партнерӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинче никӗсленнӗ. Ачасем теорие вӗренеҫҫӗ, пӗлӳпе тӳрех практикӑра усӑ кураҫҫӗ. Кашни студентӑн икӗ наставник пур: производство вӗрентӗвӗн мастерӗ тата предприяти-партнертан килнӗ специалист. Ҫакӑн пек ӗҫе пурнӑҫлани профессие хӑвӑртрах вӗренсе ӗҫ квалификацине илме май парать. Унччен вӗрентӳ виҫӗ-тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ пулсан, халӗ профессие 2,5 ҫул хушшинче илме пулать, кӑларӑм хыҫҫӑн та хӑйсен специальноҫӗпе ӗҫлеме килме юрать. Ку енӗпе пур ен те кӑсӑкланать: патшалӑх интенсивлӑ аталанакан производствӑсене тата ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерет, предприятисене – хатӗрленӗ специалистсене, ачасем вара – кирлӗ профессие, практика хӑнӑхӑвӗсене тата ӗҫ пурнӑҫне тивӗҫлӗ ӗҫ укҫинчен пуҫлама майсем туса парать», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Кластер республикӑри «Профессионалитетӑн» вуннӑмӗш вӗренӳпе производство центрӗ пулса тӑнӑ. Регион Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ ҫӗнӗ площадка Чӑваш Енри тӑватӑ вӗренӳ заведенийӗнчен 500 ытла пӗрремӗш курс ҫыннине пӗрлештерӗ. Проекта базӑри вӗренӳ учрежденийӗсӗр пуҫне Улатӑрти технологи колледжӗ, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗ тата МЦК – Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин ЧЭМК хутшӑнаҫҫӗ. Студентсем профессисене  хӑтлӑ условисенче алла илӗҫ.

Площадка ӗҫӗн символлӑ стартне Олег Николаев тата техникумра вӗренекенсем панӑ. Мероприятине РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Справедливая Россия» парти членӗ  Анатолий Аксаков хутшӑннӑ. Кунта пулас специалистсем экскаватор, автокран тата бульдозер тытса пыма вӗренӗҫ, ҫул-йӗр машинисемпе усӑ курмалли технологисене, двигательсемпе трансмиссисене юсас технологисене алла илӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗренӳ планӗнче – транспорт ҫинчи электронлӑ системӑсен диагностикин механизмӗсене тӗпчеҫ.

Центра йӗркелеме 130 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ: 100 млнне федераци бюджетӗнчен уйӑрнӑ, 20 млнне республика хушнӑ. Тата 10 млн техникум тата 7 предприяти-партнер кӗртнӗ: «Воддорстрой» ООО, «Дорстройсервис» ООО, «Зеленстрой» АО, «СЗ «Тус» АО, «Чӑваш Енри транспорт управленийӗ» ГУП, «СЗ «Инкост» АО тата «СЗ «Иско-Ч» АО.

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин ҫӗнӗ Халӑх программин «Профессионалисчӗсем» пайӗнче, пулас рабочисемпе инженерсем валли стипендисем ӳстерсе, общежитисене ҫӗнетсе, ҫамрӑк специалистсене пулӑшса пырасси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ», – палӑртнӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.

Паян Чӑваш Енри 18 техникумпа колледжсенче 34 пин ытла студент вӗренет. Вӗсем валли хальхи  пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан 50 ытла мастерскойпа лаборатори уҫнӑ, ӗҫтешлӗхе вара республикӑри 130 ытла предприятие явӑҫтарнӑ.

 



02 сентября 2026
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter