«Чӗмсӗр чикӗсене тӑвакансене» мемориал палӑкӗ патӗнче Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмӗ умне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи ӗҫ паттӑрӗсене пуҫ тайса чечек ҫыххисем хунӑ
Паян Куславкка тӑрӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсене тӑвакансене» мемориал палӑкӗ патӗнче Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмӗ умне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи ӗҫ паттӑрӗсене пуҫ тайса чечек ҫыххисем хунӑ. Паллӑ пулӑма кӑҫал Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума тытӑннӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куславкка округӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ мемориал патӗнче халӑх йышлӑн пухӑннӑ.
«2022 ҫулта утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче эпир Куславкка округӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ «Чӗмсӗр чикӗсене тӑвакансене» мемориал уҫрӑмӑр, Мемориал 38 тимӗр стелӑран тӑрать, вӗсенчен кашниех 10 километр тӑсӑлакан хӳтӗлев сооруженийӗсене пӗлтерет, мӗншӗн тесен Сӑр чиккин тӑршшӗ 380 километр. Ӑна Раҫҫейри ҫар-истори обществисемпе хутшӑнса тума май килчӗ. Пирӗн тӗллев - тылри ҫынсен паттӑрлӑхне асра тытасси, вӑл фронтри паттӑрлӑхпа уйрӑлми ҫыхӑннине кӑтартасси. Паян, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи пекех, пирӗн паттӑрсем Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе хӑйсенчен мӗн килнине пурне те тӑваҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн тӗллевӗсем те ҫавах: Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси, Раҫҫей патшалӑхӗпе суверенитетне сыхласа хӑварасси. Ҫак ҫӗр ҫинче пирӗнччен пурӑннӑ ҫынсен опытне тата хакне тӗпе хурса эпир паян пуласлӑха йӗркелетпӗр. Эпӗ те пӗрре те иккӗленместӗп: малашне те ҫапла пулӗ, ҫӗнтерӳ вара 1945 ҫулхи пекех пирӗн енче пулӗ», - тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Паттӑрсене, тыл ӗҫченӗсене асӑнма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, «Справедливая Россия» партийӗн членӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата «Единая Россия» партийӗн членӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, республика Правительствин членӗсем пухӑннӑ. Паллӑ пулӑма Чӑваш Енри СВО ветеранӗсен Ассоциацийӗн председателӗн ҫумӗ тата СВО ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Артемий Репкин, Чӑваш Енри ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен ассоциацийӗ тата Чӑваш Республикинчи Тӑван ҫӗршывӑн ҫар салтакӗсен ҫемйисен комитечӗн членӗсем, ветерансем тата та ыттисем те килсе ҫитнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи ҫулӗсенче республикӑра пурӑнакан 170 пин ытла ҫын‚ тӗпрен илсен‚ хӗрарӑмсемпе ҫамрӑксем‚ шутлӑ уйӑхсенче 380 ҫухрӑм тӑршшӗ хӳтӗлев сооруженийӗсене чавнӑ. Хӗрӗх градуслӑ шартлама сивӗсенче вӗсем шӑннӑ ҫӗрӗн 5 млн кубометрне алӑпа куҫарнӑ.
Пӗлме: Асӑну комплексӗнче ветерансен, кадетсемпе юнармеецсен тӗлпулӑвӗсем, асра юлмалли уҫӑ калаҫусем тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Кунта музей ӗҫлет, курма килекенсем валли маскировка сеткисем ҫыхассипе мастер-классем ирттереҫҫӗ. Тӑватӑ ҫул хушшинче унта 30 регионтан 152 пин ҫын пулса курнӑ. Ытти ҫӗршывран килнӗ хӑнасем те сахал мар.
Республика Правительстви мемориал комплексне малашне те аталантарма шутлать. Регион Пуҫлӑхӗ хушнипе 2030 ҫул тӗлне кунта «Рубежи Победы» парк тума палӑртаҫҫӗ. Унӑн территорийӗнче окопсен линине юсаса истори реконструкцийӗ ирттерӗҫ, ҫар техникин куравне уҫӗҫ. Музей экспозицийӗсем, мемориал зони тата уҫӑ тӳпе айӗнчи анлӑ интерактивлӑ лапамсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи курӑмлӑ истори объекчӗсенчен пӗрне комплекс тӑвӗҫ.
