Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Нефтьпе газ промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Нефтьпе газ промышленноҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Пирӗн килсенче ӑшӑ пулни, хӑнӑхнӑ йӑлапа автомобиле бензин яма май пурри, заводсенчи цехсен кал-кал ӗҫлевӗ – ҫакӑ пурте сирӗн кулленхи ӗҫӗр кӑтартӑвӗ. Эсир топливо кӑларатӑр, турттаратӑр тата упратӑр, ҫапла майпа республикӑн тата пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрӑн пурнӑҫ майӗсене тивӗҫтеретӗр.
15 пин ытла ҫухрӑма тӑсӑлакан газ сечӗсем Чӑваш Енри хуласемпе ялсене ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӗсене пула газ ҫур миллион ытла ҫурта, шкулсемпе больницӑсене, промышленноҫ предприятийӗсене тата ял хуҫалӑх объекчӗсене килсе тӑрать.
Газификацилесе ҫитермелли программӑна пурнӑҫлама тытӑннӑранпа республикӑра 400 ҫухрӑма яхӑн ҫӗнӗ сетьсем хывнӑ. Кӑвак ҫулӑм 10 пине яхӑн ҫурта, сад ӗрчетекенсен юлташлӑхӗсене килсе ҫитнӗ. Республика Правительстви пулӑшу кирлӗ ҫемьесене оборудовани туянма тата кирлӗ ӗҫсене пурнӑҫлама ҫӑмӑллӑхсем парса пулӑшать.
«Газпром» ӗҫченӗсене истори астӑвӑмне сыхласа хӑварас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн тата «Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне упратпӑр» анлӑ проекта пурнӑҫланӑшӑн уйрӑмах пысӑк тав. Ӑна пула мемориалсене сеть тӑрӑх килекен газпа ҫыхӑнтараҫҫӗ, Чӑваш Енри газ отраслӗн ӗҫченӗсем Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ялкӑшакан 20 ытла вырӑна хӑйсен яваплӑхӗн шутне кӗртнӗ те ӗнтӗ. Халӗ вӗсем пирӗн ентешсен паттӑрлӑхӗ асра упраннине палӑртса ҫулталӑкӗпех ҫунаҫҫӗ.
Республикӑра асӑннӑ отрасль валли ҫӗнӗ ӑру ҫитӗнет. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти институтӗнче тата Канашри транспортпа энергетика техникумӗнче нефтьпе газ енӗпе вӗрентекенсемпе наставниксем хӑйсен пӗлӗвӗпе опытне отраслӗн пулас специалисчӗсене параҫҫӗ.
Экономикӑн ҫак пӗлтерӗшлӗ секторне аталантарас ӗҫе республикӑри промышленноҫ коллективӗсем те хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрти нефтьпе газ упранакан вырӑнсенче пирӗн патра туса хатӗрленӗ скважинӑсене хӳтӗлекен микропроцессор блокӗсемпе тата валеҫекен хатӗрсемпе усӑ кураҫҫӗ. Арктикӑри сивӗ анлӑхсенче блок-модуль подстанцисем тата хӳтлӗхлӗ корпуссемлӗ ятарлӑ системӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Енре туса кӑларакан цифра терминалӗсем тата аварирен асӑрхаттаракан автоматика комплекчӗсем пӗтӗм Раҫҫейри магистральлӗ трубопроводсенче оборудование хӳтӗлеме тата транспортпа турттарас ӗҫе шанчӑклӑрах тума пулӑшаҫҫӗ.
Хӑйӗн пурнӑҫне ҫак пӗлтерӗшлӗ профессипе ҫыхӑнтарнӑ кашни ҫынна тавтапуҫ. Сире ҫирӗп сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх, ҫемье ӑшшине тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
