Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Профсоюз юхӑмӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Профсоюз юхӑмӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Паян эпир Чӑваш Енри профсоюз юхӑмӗ йӗркеленнӗренпе 106 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Чӑваш Автономиллӗ Облаҫӗн профсоюзсен пӗрремӗш съезчӗн делегачӗсен 1920 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ историллӗ йышӑнӑвӗ ӗҫ ҫыннисен саккунлӑ прависемпе интересӗсене нумай ҫул мала хӳтӗлемелли ҫирӗп никӗс пулса тӑнӑ.
Республикӑри профсоюзсен аталану кун-ҫулӗ – пӗр шухӑшлӑхӑн тата социаллӑ тӗрӗслӗх принципӗсене парӑнса тӑнин ҫул ҫыравӗ. Хуть хӑш вӑхӑтра та ӗҫ ҫынни яланах тӗп вырӑнта пулнӑ. XX ӗмӗр вӗҫӗнчи – XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи татӑклӑ улшӑнусен ҫулӗсенче те профсоюзсем хӑйсен йӑли-йӗркине упраса хӑварма, социаллӑ ӗҫтешлӗхе право тӗлӗшӗнчен йышӑннассине тивӗҫтерме пултарнӑ.
Чӑваш Енри профсоюзсем паян – пысӑк та сумлӑ общество юхӑмӗ. Профсоюз организацийӗсен Чӑваш Республикинчи пӗрлешӗвӗ 14 отрасль профсоюзне тата 85 пине яхӑн ҫынна пӗрлештерсе тӑрать. Вӗсен йышӗнче 70 муниципаллӑ организаци, 1 000 ытла пуҫламӑш профсоюз организацийӗ, 440 цех организацийӗ тата 1500 ытла профсоюз ушкӑнӗ ӗҫлет. Ҫак тытӑмсенчен кашниех – хӑйсен членӗсен социаллӑ пурнӑҫпа экономика интересӗсене хӳтӗлес ӗҫри пӗлтерӗшлӗ сыпӑк.
Республикӑри профсоюз организацийӗсем ӗҫ рынокне анлӑлатма, тӗп социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсене пуриншӗн те юрӑхлӑ тӑвассине тата вӗсен пахалӑхне тивӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ. Эсир ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу кӳретӗр, гуманитари пулӑшӑвне пухма хутшӑнатӑр. Ҫак ӗҫ гражданла общество аталанӑвӗшӗн калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Профсоюз юхӑмӗн ветеранӗсене социаллӑ тӗрӗслӗх принципӗсене парӑннӑшӑн, мухтавлӑ йӑла-йӗркене малалла тӑсакан, пӗрлехи ӗҫе тивӗҫлипе аталантаракан ҫамрӑк хастарсен ӑрӑвне пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн тав тӑватӑп.
Профсоюз ӗҫченӗсене пурне те иксӗлми вӑй-хал, ӗҫ ҫыннисен саккунлӑ прависене хӳтӗлес ӗҫре ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне тата телей сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
