«Пушкин карттин» тӗп миссийӗ – ҫамрӑксене культурӑпа искусство урлӑ воспитани парасси пулнине асӑннӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Пушкин карттин» тӗп миссийӗ – ҫамрӑксене культурӑпа искусство урлӑ воспитани парасси пулнине асӑннӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Республики «Пушкин картти» федераци проектне пурнӑҫа кӗртессипе малта пыракан позицисене малалла тытса пырать. Ҫакӑ ҫамрӑксене регионӑн культура пурнӑҫне явӑҫтармалли витӗмлӗ кӑтартусенчен пӗри.  Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркӑра пӗтӗмлетӳ тунӑ тата малашнехи аталану планӗсене палӑртнӑ.

 «Пушкин картти» программа ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пурнӑҫланать. Паян унта 99 культура учрежденийӗ хутшӑнать. Проекта хута янӑранпа 1,7 млн билет 670 млн тенкӗллӗх сутнӑ. Чи анлӑ категориллӗ театрсем юлаҫҫӗ, иккӗмӗш вырӑнта – кинотеатрсем, виҫҫӗмӗшӗнче – культура керменӗсемпе клубсем. Вӗсене ачасем хапӑл тусах ҫӳреҫҫӗ.

РФ Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти субъектсемпе танлаштарсан, Чӑваш Ен пӗрремӗш вырӑнта, карттӑсене ачасене тивӗҫтерессипе ыттисемшӗн  тӗслӗхре пулса тӑрать. Билетсене сутассипе те лайӑх ӗҫлесе пыраҫҫӗ республикӑра. Кулленех карттӑпа тӗрлӗ культура учрежденийӗсене ҫӳреме кӑмӑл тӑвакансен йышӗ те сахал мар, кӑтарту самаях пысӑк пулни куҫкӗретех.  

«Пушкин карттин тӗп миссийӗ – ҫитӗнекен ӑрӑва культурӑна, искусствӑна юратма вӗрентесси, пурнӑҫра тӗрӗс ҫул-йӗр суйласа илме вӗрентесси. Республикӑра  тӑтӑшах кӗвӗ ӑстисен, драматургсен конкурсӗсем иртеҫҫӗ, модельлӗ вулавӑшсем йӗркеленеҫҫӗ, культурӑпа кинозал ҫурчӗсем ҫӗнелеҫҫӗ. Культура хутлӑхӗ юрӑхлӑрах пултӑр тесе ҫак майсемпе туллин усӑ курни питӗ кирлӗ, ҫамрӑксем искусствӑпа интересленесси вара малалла та ӳссе пытӑр», – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев.

Иртнӗ театр сезонӗнче патшалӑх театрӗсем 39 ҫӗнӗ спектакль лартнӑ, вӗсенчен ҫуррине яхӑнӑшӗ – шкул программине кӗртнӗ произведенисем. Кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫлениччен куракансене тата 20 ҫӗнӗ спектакль парнелӗҫ. Культура министрӗ Светлана Каликова палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Культура хутлӑхӗ» проектсенче билетсен 90 проценчӗ «Пушкин карттипе» туяннӑ.

Киноиндустри хастар аталанать. Республикӑра тӗрлӗ киносене курма 26 зал хута янӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен тата 3 объекта хута яма палӑртнӑ. Ҫапла майпа вара мӗнпур муниципалитет тӑрӑхӗнче  ҫӗнӗ объектсем пулӗҫ. Унсӑр пуҫне культура учрежденийӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Атте-аннепе музее, театра, концерта» акци хастар хутшӑнаҫҫӗ: 2026 ҫулта ун шайӗнче 6 пин ытла билет сутнӑ та ӗнтӗ.

«Пӗр сӑмахсӑр лидерсем пур, анчах та  тата та ӗҫлемелли сахал мар.   Муниципалитет пӗрлӗхӗсен пуҫлӑхӗсене ҫак ыйтӑва ӗҫе илсе пыма, вырӑнсенчи лару-тӑрӑва тӗплӗн сӳтсе явма тата ҫитес стратегилле сессисене хастарлӑн кӗртме ыйтатӑп. Кӑтартусене чакарса лармалла мар, тата та лайӑхрах ӗҫлессишӗн ырми-канми тӑрӑшмалла, - тенӗ регион  Ертӳҫи Олег Николаев.

Чӑваш Ен Культура министерствинче тӑрӑшакансем ятарлӑ мониторинг туса хатӗрленӗ, федераци проектне пурнӑҫа кӗртессипе муниуипаллӑ округсенчен хӑшӗсем лайӑх ӗҫлесе пынине палӑртнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисемпе, Канаш муниципаллӑ округӗ ыттисемшӗн тӗслӗхре. Хӗрлӗ Чутайсен, Вӑрмарсен, Красноармейски тӑрӑхӗнче кӑштах тӑрӑшуллӑрах ӗҫлесен аван пулнӑ пулӗччӗ.

«Пушкин карттине» пурнӑҫлани Чӑваш Енре культура учрежденийӗсене пулӑшмалли инструмент кӑна мар, кураканӑн ҫӗнӗ ӑрӑвне воспитани парас ӗҫри паха утӑм та пулса тӑчӗ. Проекта хутшӑнакансене пурне те тытӑмлӑн ӗҫленине пула регионӑн культура хутлӑхӗ пуянрах, хальхи тата ҫамрӑксемшӗн юрӑхлӑрах пулса тӑрать.

 



07 сентября 2026
15:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter