Шупашкарта «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑрту иртнӗ

Шупашкарта «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑрту  иртнӗ

Шупашкар хулинче «Олимпийский» стадионта йӑланӑ кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ – массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем,  ертӳҫӗсем старта тухнӑ. «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртӑва кӑҫалхипе ӑна 88-мӗш хут ирттернӗ.  Паллӑ мероприятине Андриян Николаев космонавтӑн ҫуралнӑ кунӗнче ирттересси йӑлана кӗнӗ.

«Олимпийский» стадионта пухӑннӑ спортсменсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ, ҫакӑн пек ӑмӑртусем массӑллӑ спорт традицийӗсене ҫирӗплетнине, кашнине хӑйне пӗрлехи командӑн пайӗ пек туйма май панине палӑртнӑ.

«Паян эпир кунта 120 ытла команда куратпӑр, ӑмӑртӑва пине яхӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ хастарсем килсе ҫитнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ, ҫулран ҫул спорт уявне хутшӑнас текенсен йышӗ уссе пыни те ҫакнах ҫирӗплетет. Паллӑ пулӑм регионта анлӑ сарӑлни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ҫакӑн пек пысӑк калӑпӑшлӑ фестивальсем пире пурсӑмӑра та пӗр чӑмӑра пухма хистеҫҫӗ. Эпир хамӑрӑн туслӑха ҫирӗплететпӗр, активлӑ пурнӑҫ йӗркине кӑтартса паратпӑр тата республикӑра туса хунӑ спорт инфратытӑмне туллин тухӑҫлӑ усӑ курма пултарнине кӑтартатпӑр», – тесе чӗнсе каланӑ паллӑ пулӑма пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов хаҫат редакцине йӑла-йӗркене упраса хӑварнӑшӑн тав тунӑ, эстафета республикӑри тӗп спорт символӗсенчен пӗри пулнине, чупмалли ҫулсем ҫинче ахаль куракансем кӑна мар, ытларах та ытларах хастар хутшӑнакансене пухнине палӑртнӑ.

«Советская Чувашия» АО генеральнӑй директорӗ тата тӗп редакторӗ Владимир Васильев икӗ ҫултан 90 ҫул тултаракан ӑмӑртусен историлле хакне аса илсе хӑварнӑ. Вӑл эстафета Андриян Николаев ячӗпе уйрӑлми ҫыхӑннине палӑртнӑ, чапа тухнӑ космонавт хӑй вӑхӑтӗнче ҫак турнирӑн тӗп судйи пулса тӑнине каланӑ. Хаҫатӑн ертӳҫи ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пысӑк кӑтартусемпе палӑрма вӑй-хал суннӑ, спорт уявӗ пурне те савӑк кӑмӑл парнелетӗр тенӗ.

Легендарлӑ ентешӗн астӑвӑмне сума суса эстафетӑна хутшӑнакансем Шупашкарти А.Г. Николаев палӑкӗ патне чечексем хунӑ. Кӑҫал церемоние Семенпа София Игнатьевсем - Чӑваш Енрен 400 метра чупнӑ Олимп вӑййисен пӗрремӗш бронза призерӗн Ардалион Игнатьевӑн мӑнукӗсем хутшӑннӑ.

Савӑнӑҫлӑ пулӑм уҫӑлнӑ хыҫҫӑнах республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев символлӑ флешмоб ирттерме сӗннӗ, «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр»  сӑвӑн  сӑмахӗсемпе юрласа пӗр чӑмӑра пухӑнса карталанса юрласа, туслӑха ҫирӗплетме сӗннӗ. Вӑл 2026 ҫула Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернине аса илтернӗ, вӑйӑ карти авалхи пӗрлӗх палли пулса тӑнине палӑртнӑ тепӗр хут.

«Паян пирӗн паттӑрсен Тӑван ҫӗршыва малти линире хӳтӗленӗ чухне тыл пулӑшӑвне туймалла. Хутшӑнакансене пурне те алла-аллӑн тытӑнма сӗнетӗп: ӑрусемпе халӑхсене пӗрлештерекен ҫак хӑватлӑ энергетика фронтри паттӑрсене те витӗм кӳрессине шанатӑп», – тенӗ Олег Николаев.

Общество организацийӗсен представителӗсем, ӑмӑртӑва курма пынӑ хӑнасемпе спортсменсем, ҫӑмӑл атлетика эстафетине ҫӗнӗ йӑлана кӗртсе, стадион уйне пысӑк йышпа йӗркеленсе ҫаврана кар тӑнӑ.

Акци хыҫҫӑн эстафетӑн спорт программи пуҫланнӑ. Ӑмӑрту кунӗ ертӳҫӗсен йӑлана кӗнӗ чупӑвӗпе уҫӑлнӑ: спорт уявӗн хӑйне евӗр тӗслӗхӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем тата профильлӗ ведомствӑсен ертӳҫисем старта тухнӑ.

Хыҫҫӑнах, тепӗр эстафетӑна Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗпе Ашшӗсен канашӗн представителӗсем, ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗсемпе ветеранӗсем тухнӑ, спорт чӑннипех те тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене тата профессисене пӗрлештернине тепӗр хут кӑтартса панӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене пур 11 ушкӑнра та медальсемпе, дипломсемпе, кубоксемпе, фестиваль партнерӗсенчен тата «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗнчен асӑнмалӑх парнесемпе чысланӑ.



07 сентября 2026
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter