Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Финанс сферин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Финанс сферин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Финанс сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Финансист профессийӗ хуть хӑҫан та чи хисеплисенчен тата кирлисенчен пӗри пулнӑ. Ҫак специальноҫпа ӗҫлекен ҫын­сем хӑйнеевӗр стратегилле шухӑшлавпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ енчен лайӑх лару-тӑру йӗрке­ленесси тата респуб­лика экономикин, ҫавӑн пекех пӗтӗм ҫӗршывӑн та, ҫирӗп ата­ланӑвӗ ытларах чухне эсир пӗлсе тӑвакан йышӑну­сенчен килеҫҫӗ. Ача сачӗсем тума, музейсене ҫӗнетме, ҫамрӑк ӑсчах-сем валли грантсем уйӑрма тата социаллӑ службӑсене кирлӗ пек ӗҫлеме май паракан финанс никӗсне шӑпах эсир йӗркелетӗр.

Чӑваш Республикинче мӗнпур шайри бюджетсем социаллӑ тӗллевлӗхпе шайлашулӑха ҫирӗппӗн сыхласа хӑвараҫҫӗ. Ҫавна пула эпир наци проекчӗсене тата регион программисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлатпӑр. Пирӗн специалистсен тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан кулленхи ӗҫӗ обществӑлла укҫа-тенкӗне тытса пымалли тытӑма малалла аталантармалли тата лайӑхлатмалли ҫирӗп никӗс пулса тӑрать. Тӗрлӗ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр эпир бюджет процесӗсене тухӑҫлӑн йӗркелесе пыратпӑр.

Ҫитӗнӳсемпе мухтанма пирӗн пӗтӗм сӑлтав пур. Республика финанс тӗлӗшӗнчи хӑйтӗллӗнлӗхне ҫултан-ҫул ҫирӗплетет. Юлашки пилӗк ҫулта пӗрлештернӗ бюджетӑн хӑйӗн тупӑшӗсем икӗ палӑллӑ хисеппе ҫирӗппӗн ӳссе пынине кӑтартаҫҫӗ. 2022 ҫултан пуҫласа вӗсен ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗсем федерацин Атӑлҫи округӗнчи вӑтам кӑтартусенчен иртсе кайрӗҫ, юлашки ҫур ҫулта эпир округра малти вырӑна ҫирӗппӗн тытса пыратпӑр.

Вӑхӑт пирӗн ума ҫӗнӗ тӗллевсем лартать. Ку чухнехи малта пыракан ӗҫ мелӗсене, цифрӑллӑ тенкӗне те, ӗҫе кӗртни финанс дисциплинине пахалӑхлӑ ҫӗнӗ шая ҫӗклессине тата тӑкаксене уҫӑмлӑрах тӑвассине шанса тӑратӑп. Сирӗн халӑха вӗрентес ӗҫӗр те унран кая мар пӗлтерӗшлӗ: эсир пулӑшнипе республикӑра пурӑнакансем хӑйсен пухнӑ укҫине мӗнлерех тыткаламаллине лайӑхрах ӑса хываҫҫӗ, ҫемье бюджетне шанчӑклӑрах планлаҫҫӗ, ултавҫӑсен аллине лекесрен пӑрӑнаҫ­ҫӗ – апла пулсан финанс пӗлӳлӗхӗ кашни ҫемьешӗн чӑн-чӑн хӳтлӗх пулса тӑчӗ.

Сире тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ӗҫе парӑннӑшӑн тата Чӑваш Респуб­ликин аталанӑвӗпе чечекленӗвне калама ҫук пысӑк тӳпе хывнӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп. Ҫак паллӑ кун пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, профессире ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем, сире тата сирӗн ҫемйӗрсене тӑнӑҫлӑх, ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                          Олег Николаев



08 сентября 2026
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter