Чӑваш Ене ҫӗршыври чи лайӑх регионсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ: Олег Николаевпа Михаил Иванков ҫур ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ
Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫпе тивӗҫтерекен Федераци службин ертӳҫипе Михаил Иванковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Икӗ ен 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулшӑн пӗрлехи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ.
Республикӑра ӗҫ рынокӗнчи ҫирӗп лару-тӑру упранать. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 ҫулхи II кварталти ӗҫлев шайӗ 61,5% танлашнӑ, ку вӑл Раҫҫейри вӑтам пӗлтерӗшпе килӗшсе тӑрать. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ МОТ методологийӗпе 1,6% таран чакнӑ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче учетра 2408 ҫын тӑрать, ӗҫсӗрлӗх шайӗ 0,4%, кӑтарту Раҫҫейри вӑтам шайран иртмен.
«Ӗҫ паракансем ӗҫ ҫине ытларах та ытларах яваплӑха туйса ӗҫлени савӑнтарать. Регион Правительствин тата Федераци службин тытӑмлӑ ӗҫне пула эпир официаллӑ ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫирӗп тренд куратпӑр: пӗчӗк тата вӑтам бизнесӑн йышӗ ӳссе пырать. Харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлес текенсен йышӗ пысӑк пулни те куҫ кӗретех. Чӑваш Ен – тулли ӗҫ ресурсӗллӗ регион, пирӗн тӗллев – ҫак потенциала республика ырлӑхӗшӗн ӗҫлеттермелли майсем туса парасси. Эпир хӑвӑртлӑха чакарас мар тетпӗр», – тенӗ Пуҫлӑх, сӑмаха малалла тӑснӑ май, Федерацин профильлӗ ведомствипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ Олег Николаев.
Михаил Иванков республикӑн кӑтартӑвӗсене пысӑка хурса хакланӑ, сӑрӑ схемӑсемпе ӗҫлекенсем ҫукпа пӗрех пулнине тепӗр хут асӑнса хӑварнӑ. 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулшӑн 7 371 ҫынна легализациленӗ, ку вӑл республика планӗнчен 2026 ҫулта 81 процентпа танлашать. Ҫакӑ мӗнпур шайри бюджетсене НДФЛ 21,6 млн тенкӗ хушма пулӑшупа тивӗҫтернӗ. Апла пулсан, ҫитӗнӳсем пурри куҫкӗретех.
Ӗҫ укҫин вӑрттӑн формисене йышӑнманни ӗҫченӗн социаллӑ хӳтлӗхӗн тӗп условийӗ пулса тӑрать. Шанчӑклӑ пенси никӗсне йӗркелет, сиплев учрежденийӗсенче те тӳлевсӗр тухтӑрсен пулӑшӑвӗсемпе усӑ курма пулать.
«Республика ҫӗршывра чи лайӑх виҫӗ регион шутне кӗрет. Ытларах легализациленнӗ граждансен 80% шӑпах ӗҫ килӗшӗвӗсем тунӑ. Кунта ӗҫе питӗ лайӑх йӗркеленӗ. Ӑнсӑртран ӗҫре айӑпланнисен те шучӗ нумай мар, апла пулсан мӗнпур ҫӗрте йӗрке хуҫаланать, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене пӑхӑнса ӗҫсене йӗркелесе пыни, ҫынсене упрама витӗм кӳрет. Ку пысӑк пӗлтерӗшлӗ кӑтарту. Роструд региона малашне те пулӑшса пыма, пур енӗпе те килӗштерсе ӗҫлеме хатӗр», – тесе палӑртнӑ Михаил Иванков.
Калаҫӑва ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова хутшӑннӑ, вӑл Чӑваш Республикин ӗҫпе тивӗҫтерекен тата ӗҫ рынокӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
2021 ҫултанпа «Демографи» тата «Кадры» наци проекчӗсен шайӗнче республикӑра професси пӗлӗвне 9,5 пин ҫын илнӗ. Сусӑрсене ӗҫпе тивӗҫтернӗ, СВОна хутшӑнакансене валли те хӑтлӑ условисем йӗркелесе панӑ тӗрлӗ ведомствӑсенче. Ҫакӑ граждансен кашни категорийӗпе уйрӑммӑн килӗшсе тӑнин тухӑҫлӑхне ҫирӗплетет.
2019 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулччен ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑна ҫӗнетме 215 млн тенкӗ ытла янӑ. Паян хальхи офиссем – «Работа России» кадр центрӗсем – кашни муниципаллӑ округра ӗҫлеҫҫӗ.
Пӗлтерӗшлӗ ыйту – ӗҫ сыхлавӗ. 2026 – 2028 ҫулсем валли йышӑннӑ «ҫул картти» кӑтартусем парать ӗнтӗ: 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта производствӑра инкеклӗ тӗслӗхсен пӗтӗмӗшле шучӗ пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрти танлаштарсан 32% чакнӑ.
Икӗ ен пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
