«Вӑрмана упрар» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ
«Вӑрмана упрар» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. Республика асӑннӑ пуҫару ҫумне саккӑрмӗш хут хутшӑннӑ. Экологи проекчӗн стартне «Август» парк зонинче панӑ. Акци «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗн шайӗнче иртет, республикӑри мӗнпур вӑрманҫӑсене пӗр чӑмӑра пухӑнса йывӑҫ-тӗмсем лартма витӗм кӳрет.
Волонтерсемпе, вӑрманҫӑсемпе, бизнес представителӗсемпе, общество организацийӗсемпе тата влаҫ органӗсемпе пӗрле Республика Пуҫлӑхӗ яланхи пекех чӑрӑш, хӗрлӗ юман тата ытти тӗрлӗ йывӑҫсем лартнӑ. Пӗтӗмпе кӑҫал акци шайӗнче Чӑваш Енре 46 гектар ытла лаптӑкра 53 пин ытла акана тата лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ породӑсене лартма палӑртнӑ.
«Вӑрман кирек хӑҫан та икӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ – экологине тата экономикӑна самай пысӑк витӗм кӳрет. Ҫулсерен Чӑваш Республики хӑйӗн ҫӳллӗ экологи статусне ҫирӗплетет, чи лайӑх вунӑ регионра шанчӑклӑн тытӑнса тӑрать. Пирӗн тӗллев те – ҫак ӗҫе малалла тӑсасси: вӑрман массивӗсене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратассипе хӳтӗлессипе тимлесси. Эпир тунӑ ҫитӗнӳсене сыхласа хӑварассине кӑна мар, отраслӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсем валли никӗс хывасса та шанса тӑратпӑр», – палӑртнӑ регион Ертӳҫи, сӑмах май республикӑра пурӑнакансене пурне те йывӑҫсем лартса хӑварма чӗнсе каланӑ.
Ҫавӑн пекех Вӑрман ӗҫченӗсен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ вӑрман отраслӗнче тӑрӑшакансене ӑшшӑн саламланӑ.
Вӑрман фончӗпе усӑ курассинчен тупӑш ӳсесси тата пулӑшу памалли ҫӗнӗ майсем вӑрман промышленноҫӗн секторӗн предприятийӗсене аталанӑвӑн ҫӗнӗ шайне тухма пулӑшӗҫ.
«Республика Правительстви ку енӗпе хӑйӗн ӗҫ-хӗлне ӳстерӗ кӑна. Анчах та ҫакна ӑнланмалла: вӑрмана тирпейлемелли техникӑпа оборудовани шутне ӳстерме пирӗн укҫа-тенкӗ ахаль тӑкакламалла мар, хальхи вӑхӑтри технологи процесӗсене йӗркелемелле, вӗсем экологие тивӗҫтереҫҫӗ», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ регион Ертӳҫи.
Отраслӗн чи лайӑх специалисчӗсен ӗҫне палӑртнӑ. Олег республика смотр-конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи лайӑх вӑрманҫӑсем ыттисемшӗн ялан тӗслӗхре пулнине асӑннӑ. Лауреатсене вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлеме кирлӗ техникӑна туянмалли сертификатсем панӑ.
Чӑваш Ене Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри йывӑҫ - 2026» конкурсра 2-мӗш вырӑншӑн диплом пани хӑйне евӗр паллӑ пулӑм. Кӑҫал проекта пӗтӗм ҫӗршыври 78 хӑйне евӗр йывӑҫ хутшӑннӑ. Шупашкар тӑрӑхӗнче Ясна уҫланкинче ӳсекен «Киремечӗн» чи ватӑ юманӗ 12 пин ытла сасӑ илнӗ. Уншӑн сасӑлакансен йышӗ сахал мар пулнӑ. Сумлӑ хисепе ҫӗнсе илнӗшӗн, «Деревья — памятники живой природы» программа ертӳҫи Сергей Пальчиков, Чӑваш Ен Пуҫлӑхне диплом парса чысланӑ.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов регионта вӑрман отрасльне пулӑшасси ҫулсерен ӳссе пынине каланӑ. 2026 ҫулта регионӑн вӑрман хуҫалӑхне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси икӗ хута яхӑн ӳснӗ, 463 млн тенке ҫитнӗ. Ҫакна кура бюджетӑн республика пайӗ 2,4 хут хӑпарнӑ.
Оотраслӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстересси ыйту та кун йӗркинчех. Юлашки ҫул арендӑна панӑ вӑрман лаптӑкӗсен шучӗ 11 хут ӳснӗ, вӗсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 79 гектартан 28 пин гектара ҫити ӳснӗ.
Республика Правительстви вӑрман хатӗрлес тата тирпейлес енӗпе пӗчӗк тата вӑтам бизнеса субсидилемелли ҫӗнӗ программӑна ҫирӗплетнӗ. Усламҫӑсем хальхи техникӑна туянмалли тӑкаксен 50 проценчӗ таран компенсацилеме пултарӗҫ. Ҫак тӗллевсем валли республика бюджетӗнчен 120 млн тенке яхӑн уйӑрнӑ. Хатӗрлевҫӗсем валли компенсацин чи пысӑк сумми 10 млн тенкӗпе танлашӗ, тирпейлекенсем валли — 80 млн тенкӗ. Пулӑшу илмелли тӗп услови вӑл – ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси тата унта ӗҫлекенсен ӗҫ укҫи ӳсни.
