Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» чупӑва Чӑваш Енрен 65,5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫейре Чупу кунӗ иртнӗ. Чӑваш Республики пӗтӗм ҫӗршывпа пӗрле Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» чупӑва хутшӑннӑ. Ҫак куна халаласа республика тӗп хулинче «Наци кросӗ-2026» иртнӗ. Кроса хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансем малтанах, электронлӑ майпа регистрациленме пултарнӑ. Спорт мероприятийӗн пӗтӗмлетӗвӗсене Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ертсе пынӑ эрнесерен ирттерекен канашлура пӗтӗмлетнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» чупӑва республикӑра ҫирӗм иккӗмӗш хут ирттернӗ. Иртнӗ шӑмат кун 65 500 ытла ҫын ӑмӑртӑва тухнӑ. 2021 ҫулхипе танлаштарсан, хутшӑнакансен йышӗ 3,7 хут ӳснӗ. Республикӑра пурӑнакансем ытларах та ытларах спорта, сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑл тунине ҫирӗплетет ҫакӑ.
«Спорт пурсӑмӑра та пӗр чӑмӑра пухать. Кунта эсӗ мӗнле дистанцие суйласа илни тата хӑш вӑхӑта кӑтартни чи кирлиех те мар пулӗ. Старта тухмалла, хамӑра тӗрӗслесе ҫак куна ҫемьепе, туссемпе, ӗҫтешсемпе пӗрле ирттермелле. «Наци кросӗ» Чӑваш Еншӗн ырӑ йӑла пулса тӑчӗ. Ҫулсерен ҫынсем паллӑ пулӑма ытларах та ытларах хутшӑнаҫҫӗ. Ку чи кирли: спорт кӑмӑл тӑвакансен йышӗ ӳсет. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни паха», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев спорт уявне пухӑннисене саламланӑ май.
Шупашкар хулин Мускав ҫыран хӗрри ӑмӑртусене ирттермелли тӗп лапам пулса тӑнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, спорт программи ертӳҫӗсен чупӑвӗпе уҫӑлнӑ. Унта Правительство членӗсем, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, ҫавӑн пекех республикӑри учрежденисемпе организацисен ертӳҫисем, спорт общественноҫӗн представителӗсем хутшӑннӑ.
««Наци кросӗ» кӑҫал 22 ҫул тултарчӗ. Чӑваш Еншӗн чупусем ирттересси – йӑлара. Ҫемйепе спорта тухни куҫ кӗретех. Паян – мероприяти ҫӗршывӑн 85 регионӗнче 1,5 млн ытла ҫынна пӗрлештерчӗ. Атӑл ҫинчи туслӑ республика ӑмӑртура 3,7 хут нумайрах халӑх пухрӗ ытти чухнехинчен, вӑта кӑтатусенчен. Ҫирӗплӗхе тӗрӗслесе пӑхма тухнисене тепӗр хут тав сӑмахӗсе калатӑп», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чупма юратакансем республикӑри пур 23 муниципалитет пӗрлӗхӗнче те ӑмӑртусене хастар хутшӑннӑ. Чи массӑллӑ стартсем Патӑрьел, Канаш, Каҫал ен, Шупашкар муниципаллӑ округӗсенче тата Шупашкар хули ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ.
«Наци кросӗ» пирӗншӗн сывлӑх уявӗ кӑна мар, ӑрусене пӗрлештерекен пулӑм. Старта спорт ветеранӗсем, титуллӑ спортсменсем, студентсемпе шкул ачисем, организацисемпе предприятисенче ӗҫлекенсем, ҫемье династийӗсем пӗр чӑмӑра пухӑнчӗҫ», – тесе каланӑ спорт министрӗ Василий Петров.
Яланхи пекех «Наци кросӗн» ҫӗнтерӳҫисене медальсемпе, дипломсемпе тата Раҫҫей Федерацийӗн Спорт министерствин асӑнмалӑх призӗсемпе чысланӑ.
