Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗпе саламлани

Хаклӑ ентешсем, пирӗн асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаçисем, хисеплӗ ветерансем!

Сире пӗтӗм чунтан тата уйрӑм ӑшӑлӑхпа Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗпе саламлатӑп!

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче эпир сирӗн ӑс-хакӑлӑра, çирӗплӗхӗре, чун ӑшшине тата ырра шанас туртӑмӑра чӑннипех хисепе хурса сумлатпӑр. Чӑваш Еншӗн тунӑ тата паян та тӑвакан ӗçӗрсемшӗн пысӑк тав сире. Эсир – пирӗн тӗрев тата чыс. Сирӗн ӗçӗр, пурнӑç йывӑрлӑхӗсенче çирӗпленсе çитнӗ кӑмӑлӑр, тӑван çӗре парӑнни – пирӗншӗн пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх. Кирек мӗнле  вӑхӑтра та эпир сирӗнтен чи кирлине: хамӑрӑн ӗçе юратма, çемьене упрама, çынсене ӗненӳпе шанчӑк кӳме вӗренсе пыратпӑр.

Сирӗнтен чылайӑшӗшӗн пурнӑç çулӗ çӑмӑл килмен. Хул пуççийӗр çине темӗн те тиеннӗ: Сӑр чиккисене тӑвасси те, вӑрçӑ хыççӑнхи çулсенче халӑх хуçалӑхне çӗнӗрен çӗклесси те, промышленность тата социаллӑ пурнӑçӑн пысӑк объекчӗсене тӑвасси те, ялсемпе хуласене хӑтлӑлатасси те. Чӑваш Ен çӗкленӗвӗшӗн, аталанӑвӗшӗн хывнӑ тӳпене хакласа çитерме те çук.

Паян республикӑра аслӑ ӑрури 280 пин çын пурӑнать. Вӗсенчен кашниех пирӗншӗн чӑннипех хаклӑ. 115 çын 100 çула çитсе çав чикӗ урлӑ та каçнӑ. Кун пек вӑрӑм ӗмӗр – куçпа курма пулакан чӑн-чӑн чӗрӗ истори. Эпир сирӗн кунсем лӑпкӑн иртчӗр, тимлӗх пайӑр ӗçсенче курӑнтӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Пенси тата тӳлевсем индексациленеççӗ,  социаллӑ службӑсем хастар ӗçлеççӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗн кашни майне нуша тӳсекен уйрӑм çынна тӗрев кӳрес тесе хута янӑ. Общество ветерансемшӗн тӑрӑшни – социаллӑ яваплӑхӑн уçӑ кӑтартӑвӗ.  

Паянхи кун та стройра тӑракансене – общество пурнӑçне хастар хутшӑнакансене, çамрӑксене хӑйсен опычӗпе паллаштаракансене, «кӗмӗл» волонтерлӑх ӗçӗ-хӗлӗнче хастарлӑх кӑтартакансене – уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Сирӗн вӑй-хӑватӑр, пӗрле тумалли ӗçрен айккинче юлас теменни çитӗнекен ӑрушӑн кӑтартуллӑ тӗслӗх.

Ӑс-хакӑлӑршӑн, чӑтӑмлӑхшӑн тата юратӑвӑршӑн çӗре çити тайма пуç сире! Ҫирӗп сывлӑх, чун ӑшши, пур тӗрлӗ ырлӑх сунатӑп! Пурнӑçӑрти кашни кун çывӑх çынсен тимлӗхӗпе тулли пултӑр, килӗрте тӑнӑçлӑх тата хӑтлӑх хуçаланччӑр!

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ                    Олег Николаев



01 октября 2026
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter