«Кěмӗл Чун» форум волонтерсен юхӑмӗн хӑватне кӑтартнине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николав
Канаш муниципаллӑ округӗнчи Шӑхасан салинче «Кěмӗл Чун» волонтерсен республикӑри пиллӗкмӗш форумӗ иртнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне халалланӑ та «Аслӑ ӑру» декадӑн тӗп пулӑмӗ пулса тӑнӑ.
«Ҫак тапхӑрта эпир сирӗнпе питӗ пысӑк ҫул туса ирттертӗмӗр, волонтерсен юхӑмне малалла аталантарас тесе хӑватлӑ потенциал йӗркелерӗмӗр.«ДОБРО.РФ» порталта 5 пин ытла официаллӑ волонтёр регистрациленӗ, анчах чӑннипе вара «кӗмӗл» ӳсӗмри хастар ҫынсен шучӗ чылай пысӑкрах. Чӑваш Республикин Правительстви Раҫҫей Федерацийӗн Правительствипе пӗрле «Активное долголетие» программӑна пурнӑҫласа аслӑ ӑру ҫыннисене пысӑк тимлӗх уйӑрать. Пирӗн принцип кунта пӗрре - кашнине кирлӗ пек тимлӗх уйӑрмалла. Эсир пирӗн паттӑрсене, ҫарта малти ретре тӑракансене чӗререн пулӑшасшӑн пулни мана савӑнтарать. Сирӗн чӗресен ӑшши, сирӗн тимлӗхӗр – калама ҫук пысӑк хака тивӗҫ. Вӗсене хавхалантаракан, пулӑшса пыракан, пурнӑҫа ҫӑлакан япала вӑл», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Вӑл уйрӑмах Чӑваш Республикин Правительстви аслӑ ӳсӗмри ҫынсене пулӑшма, волонтерсен юхӑмӗн шайӗнче пӗрлехи проектсене пурнӑҫлама кирлӗ инфратытӑма йӗркелес ӗҫе малалла тӑсассине палӑртнӑ.
«Кěмӗл Чун» республика форумӗ 350 «кӗмӗл» волонтера пӗр чӑмӑра пухнӑ. Ҫак ҫынсем, миҫе ҫултине пӑхмасӑр, обществӑра хӑйсен социаллӑ рольне тахҫанах палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Вӗсене пурне те интереслӗ – патриотлӑхпа гуманитари ӗҫӗ, нушаллӑ ҫынсене пулӑшу парассине йӗркелесси, финанс грамотин никӗсӗ, пултарулӑх. Общество юхӑмӗ республикӑра 2020 ҫултанпа вӑй илсе аталанса пырать. Унта хутшӑнакансен те тиражламалли ӑнӑҫлӑ практикӑсем сахал мар пухӑннӑ. Форумра тӗрлӗ номинацире «Чи лайӑх «кӗмӗл» волонтер» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Енӗн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова саламланӑ.
Олег Николаев икӗ мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орден парса чысланӑ. Виталий Петровичпа Людмила Васильевна Осиповсем пӗрле 51 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Юрий Николаевичпа Лидия Авдеевна Степановсем – 50 ҫул пӗрне-пӗри хисеплесе, пӗр ҫулпа утаҫҫӗ. «Чӑваш Республикинчи халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята Канашри социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорне Наталия Ивановӑна тата Ҫӗнӗ Шупашкарти центрӑн психологне Елена Лукинана панӑ.
Регион пуҫлӑхӗ «ҫавра сӗтел» ӗҫне хутшӑннӑ, ун вӑхӑтӗнче «кӗмӗл» волонтерсем салтаксене, гуманитари миссийӗсене, эковолонтёрствӑна тата ытти нумай ҫынна пулӑшмалли хӑйсен опычӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Хастар вӑрӑм ӗмӗрӗн пӗрремӗш центрне «Манӑн социаллӑ центр» республикӑра 6 ҫул каяллах уҫнӑ. Унта чи хастар пенсионерсем, хӑйсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерес тата ҫынсене пулӑшас текенсем килнӗ. Паян республикӑра 5490 «кӗмӗл» волонтёр регистрациленӗ. Центрсен сечӗ 12 муниципалитетра пур, ҫакӑ 23 пине яхӑн ҫынна пӗр чӑмӑра пухӑнса туслӑ ӗҫлеме витӗм кӳрет.
«Кěмӗл Чун» форум 2022 ҫултанпа иртет. «Кӗмӗл» волонтерсен Чӑваш Енри чи лайӑх практикисене тӑтӑшах федераци шайӗнче палӑртаҫҫӗ: кӑҫал Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Тихонова волонтер-наставникӑн опытне федераци палли вырӑнне хурса йышӑннӑ, «Академия долголетия» проект Ҫӗмӗрле хулинчи Людмила Осипова Раҫҫейри чи лайӑх 100 практика йышне кӗнӗ.
