Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлани
Чăваш Республикин хаклă вĕрентекенĕсем, педагогĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлатăп! Кашни çыншăн çак уяв юратнă вĕрентекен ятĕнчен, чечек çыххинчен тата шкул пурнăçĕпе, интереслĕ уроксемпе, класри ачасен туслăхĕпе çыхăннă ăшă асаилÿсенчен пуçланать.
Вĕрентекен пуласси — тÿсĕмлĕх, кашни ачана шанни тата вĕсене ертсе кайма пултарни çинче никĕсленекен кулленхи пархатарлă ĕç. Эсир пирĕн ачасене пĕлÿ илме кăна мар, пурнăç çулне тупма та пулăшатăр, шухăшлама, ĕмĕтленме тата йывăрлăхсене парăнтарма вĕрентетĕр.
Республикăри шкулсенче паян 10,5 пин ытла педагог ĕçлет. Хăйсен ĕçне парăннă, вĕрентессине тата воспитани парассине тĕп тивĕç вырăнне хуракан çынсем.
Эпир сирĕн ăнăçăвăрсемпе тивĕçлипе мăнаçланатпăр. Чăваш Ен педагогĕсем пĕтĕм Раççейри професси конкурсĕсенче палăраççĕ. 2025 çулта Чăваш Ен представителĕсем Раççейĕн чи лайăх наставникĕсен, управленецĕсен, педагогĕсен шутне кĕчĕç, регионти вĕрентÿ тытăмĕн шайĕ пысăккине çирĕплетрĕç. Кăçал пирĕн вĕрентекенсем республикăри конкурссенче ăнăçусем турĕç. Çакă Чăваш Енĕн вĕрентекенсен пĕрлĕхĕн шайĕ пысăккине, вĕсем професси енĕпе малалла ÿсме ăнтăлнине çирĕплетет.
Ачасен кашни çитĕнĕвĕ хыçĕнче — сирĕн, хисеплĕ педагогсем, тăрăшуллă ĕçĕр! 2025/2026 вĕренÿ çулĕнче Чăваш Енĕн 17 ачи Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин çĕнтерÿçин тата призерĕн ятне тивĕçнĕ. 74 яшпа хĕр патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче 100 балл пухнă. Виççĕшĕ — харăсах икĕ предметпа. 1309 çамрăк шкула «Вĕренÿри пысăк çитĕнÿсемшĕн» медальпе вĕçленĕ. Вĕренкенсем çĕнĕ çитĕнÿсем тăвасси, сирĕн мăнаçланмалли çĕнĕ сăлтавсем пуласси пирки иккĕленместĕп.
Чăваш Ен Правительстви çуллен республика бюджечĕн виççĕмĕш пайне вĕрентĕве аталантарма ярать. Çĕнĕ шкулсем çĕкленеççĕ, киввисем çĕнелеççĕ, çĕнĕ йышши мастерскойсемпе лабораторисем, хушма пĕлÿ илмелли çĕнĕ майсем уçăлаççĕ.
Уйрăм тав сăмахĕсем — отрась ветеранĕсене. Чăваш педагогика шкулĕн никĕсне хывнă, тÿрĕ кăмăллă çынсен темиçе ăрăвне воспитани парса çитĕнтернĕ, ăс-хакăлпа тÿсĕмлĕх тата хăйсен ĕçне юратас енĕпе тĕслĕх пулса тăракан çынсене.
Çамрăк вĕрентекенсене те каламалли пур. Хăвăрăн çулăра пуçлатăр кăна-ха, эпир вара сире тĕрĕс çул суйласа илнине ĕнентермешкĕн пĕтĕмпех тăвăпăр. Сире валли професси енĕпе ÿсмелли условисем йĕркелетпĕр, пулăшăвăн тĕрлĕ мерипе усă курма пултаратăр. Паян пирĕн шулсенчи 35 çулчченхи çамрăк вĕрентекенсен йышĕ 17,5% танлашать. Эсир вĕрентекен профессине суйласа илнипе мăнаçланатпăр, эпир сире шанатпăр.
Хаклă туссем! Пархатарлă ĕçĕр сирĕншĕн çĕр хут пысăкрах ырăпа — вĕренекенĕрсен çитĕнĕвĕсемпе, вĕсем чунтан тав тунипе — çаврăнса килтĕр. Вĕрентекен кунĕ ячĕпе! Сире тÿсĕмлĕхĕршĕн, ăслă пулнăшăн, ачасене юратнăшăн тав тăватпăр.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев
