Ял хуҫалӑх таварӗсене тирпейлесе кӑларакансене витӗм кӳресси
Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен канмалли кун сезон ярмӑрккисем ӗҫленӗ. Пӗр уйӑха яхӑн хулари тата муниципалитет округӗсенчи 49 суту-илӳ площадкинче ӗҫлесе 336 тонна ял хуҫалӑх продукцине халӑха тивӗҫтернӗ. Кун пирки Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев эрнесерен ирттерекен канашлура вице-премьер - Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пӗлтернӗ.
Суту-илӳ тытӑмӗнче 60% ҫӗр улми, 28% пахча ҫимӗҫ йфшӑннӑ. Пӗтӗмӗшле пурнӑҫа кӗртмелли калӑпӑш пӗлтӗрхи шайран 34% иртнӗ.
«Пирӗн тӗллев - паха тавасем тирпейлесе кӑларасси, ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикинче пурӑнакансене юрӑхлӑ таварсемпе тивӗҫтересси. Хуҫалӑхсене экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӗсем тавар туянакансем патӗнче кирлӗ пулнине кура ярмӑрккасен ӗҫ вӑхӑтне юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗччен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тӑсма ыйтатӑп. Кун пек ӗҫ форматне лайӑхлатасси пирки халех шутламалла. Предложенисемпе идейӑсене муниципалитетсенчен кӗтетпӗр. Хак таа пахлӑх ҫине уйрӑмах рысӑк тимлӗх уйӑрмалла», - тесе палӑртнӑ Олег Николаев.
Муниципалитетсенче суту-илӳ специализациленӗ площадкӑсенче сарӑлнӑ, ҫав шутра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн гранчӗсем ҫине хӑпартнӑ фермерсен суту-илӳ речӗсем те ҫук мар. Ҫак стационарлӑ площадкӑсем ял хуҫалӑх производителӗсене тавар туса илекенсене усӑ курма май параҫҫӗ. Суту-илӳ валли вырӑн тӳлевсӗрех, ҫавна май сентресем кӑна мар, тӳрремӗнех автотранспортран сутма май пур.
Чӑваш Енри ярмӑрккӑсене 150 ытла ял хуҫалӑх таварӗсене тирпейлекен хутшӑннӑ. Туянакансене пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, пулӑ, аш-какай тата сӗт-ҫу, кӗрпе, пыл, ҫӑкӑр мӑйӑр тата ытти таварсене сӗннӗ. Уйрӑммӑн тирпейлекен предприятисен таварӗсемпе паллаштарнӑ: лимонад, тӗрлӗ пылак шывсем, чей курӑкӗсем сахал мар ҫынсене валли тирпейлесе тӑратнӑ.
Кунта чи кирли тухӑҫлӑх, укҫа-тенкӗне те перекетлеме пулать. Пӗр сӑмахпа каласан, таварсен хакӗсем лавккарисенчен самай пӗчӗк. Сухан, купӑста, кишӗр, ҫӗр улми хакӗсем пӗчӗк пулни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Кун пирки те тепӗр хут ҫирӗплетсех каланӑ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев эрнесерен ирттерекен канашлура вице-премьер - Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев
Пулӑ кӑҫал уйрӑмах халӑх хытӑ туянать. Чӑваш карпӗ халӑх кӑмӑлне тивӗҫтерет. Ҫак тренда аталантарасси патшалӑхшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. 2024 ҫултан пуҫласа ҫӗршыври пулӑ таварӗсен шалти кирлӗлӗхне 2030 ҫулччен ӳстермелли мероприятисен федераци планӗ ӗҫлет, ӑна РФ Правительствин Председателӗн ҫумӗ Дмитрий Патрушев ҫирӗплетнӗ.
