Педагог ӗҫӗ– Чӑваш Енпе ҫӗршыв пуласлӑхӗн никӗсӗ пулнине палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Обществӑра уйрӑмах ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнакан профессисем пур. Вӗсен йышӗнче - вӗрентекен, педагог, наставник. Вӑл пирӗн кун-ҫулӑмӑрта, ҫутта кӑларса, вӗрентсе пурӑнать. Вӗсем ачасене пурнӑҫра тӗрӗс ҫул-йӗрпе утса тухма витӗм кӳреҫҫӗ.
Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗнче харӑсах тӑватӑ професси уявне – Вӗрентекен кунне, шкулчченхи вӗрентӳ ӗҫченӗсен кунне, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан кунне тата хушма пӗлӳ паракан ӗҫченӗн кунне халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртнӗ.
Шупашкара 600 ытла педагог – конкурссен ҫӗнтерӳҫисемпе призёрӗсем, вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, вӑтам профессипе аслӑ пӗлӳ паракан представителӗсем килсе ҫитнӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх фойере республикӑри муниципаллӑ тата хула округӗсенчи учительсемпе ачасен пултарулӑх ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ.
Педагогсене, наставниксене тата отрасль ветеранӗсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӑшшӑн саламланӑ. Вӑл кашни ҫын пурнӑҫӗнче учитель пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ, хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн тав чун-чӗререн тав тунӑ.
«Сире пурсӑра та ҫак чаплӑ, ҫутӑ уяв ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп. Тав сӑмахӗсемсӗр пуҫне тата ҫакна та палӑртса хӑварас тетӗп: эпир сирӗнпе пӗрле ҫӗнӗ тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн хӑюллӑнах тӑрӑшӑпӑр. Сирӗнтен кашниех - хӑйӗн ӗҫӗн профессионалӗ, инновациллӗ меслечӗсемпе усӑ курнипе, пире вӗренӳ процесне паянхи кун ыйтнине хуравламалла йӗркелесе яма май парать. Пӗрлехи ӗҫӗн чи тӗп кӑтартӑвӗ вара – ачасен ҫитӗнӗвӗсем. Хаклӑ учительсем, уяв ячӗпе саламлатӑп!» – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев. Педагогикӑпа воспитани ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑшӑн, нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18 №-лӗ лицей учительне Людмила Турковскаяна парса чысланӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗсем Антонина Андреева, Валерий Климов, Светлана Мыльникова, Светлана Николаева тата Татьяна Хохлова ыттисемшӗн тӗслӗхре.
«Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята Татьяна Беззубова , Зоя Кадукова, Людмила Цыфаркина тивӗҫнӗ.
Мероприяти уяв концерчӗпе вӗҫленнӗ.
