Чӑваш Енре «Ертӳҫӗсен команди – 2026» конкурса пӗтӗмлетнӗ: пилӗк ҫӗнтерӳҫӗ тата вунтӑхӑр финалист

Чӑваш Енре «Ертӳҫӗсен команди – 2026» конкурса пӗтӗмлетнӗ: пилӗк ҫӗнтерӳҫӗ тата вунтӑхӑр финалист

Шупашкарта «Ертӳҫӗсен команди – 2026» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисемпе финалисчӗсене сумлӑн чысланӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.

«Пӗччен уйра – ҫар ҫынни пулаймӑн» каларӑш пур. Пысӑк кӑтартусем ҫӗнсе илес тесен ҫак процеса ҫынсем пысӑк йышпа хутшӑнни пӗлтерӗшлӗ. Вӗсенчен кашнин хӑйӗн ӗҫӗн специалисчӗ тата профессионалӗ пулмалла. Ун пек ҫынсем пӗр командӑна пӗрлешнӗ чухне кирек-епле йывӑрлӑхсене те парӑнтарма пулать. Малти вырӑнсене те йышӑнасси ун пек чухне часах. Асӑннӑ ӑмӑрту ҫынсене пурнӑҫри хастарлӑхпа палӑрма витӗм кӳрет. Ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармалла мар, хӑюллӑн малалла утма, хамӑрӑн республика тата пӗтӗм Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме вӑй-хал сунатӑп», – тесе саламланӑ конкурс финалисчӗсене Олег Николаев.

Конкурс Правительствӑра тӑрӑшакансемшӗн усӑллӑ. Ыттисен шухӑшне пӗлни ку е вӑл ыйту ҫине урӑх куҫпа пӑхма пулӑшать. Финанс пӗлӗвне ӳстересси, пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсене вӗрентесси, ача-пӑча лагерӗсене аталантарасси, ҫынсемпе ҫыхӑну йӗркелесси - кашни проект хӑйне май  паха.  Ку вара чи кирли.

«Ертӳҫӗсен команди» конкурса Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 2020 ҫултанпа йӗркелесе ирттерет. Унӑн тӗп тӗллевӗ – лидер тата управлени пахалӑхӗсене ҫӳллӗ шайра тытса пыракан малашлӑхлӑ ертӳҫӗсене шырасси, аталантарасси тата пулӑшасси.
2026 ҫулта конкурса бизнес, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав тата ӑслӑлӑх представителӗсенчен 314 заявка килнӗ. Кӑҫалхи конкурсӑн курӑмлӑ енӗ ҫакӑ пулчӗ: ҫурма финалта хӳтӗленмелли проект заданийӗсен темисене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗсем сӗннӗ. Вӗсем республикӑшӑн актуаллӑ тӗллевсене пырса тивеҫҫӗ – импорта улӑштарассине пулӑшасси, бизнесра ӑс парассине аталантарасси, конкурс процедурисене лайӑхлатасси тата ыттисем те.
Конкурсӑн финалӗ авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ. Мала тухнӑ пиллӗк ҫӗнтерӳҫӗ тата 19 финалист ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ мала тухнисене дипломсем тата наградӑсем парса хавхалантарнӑ.

Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисемпе финалисчӗсене патшалӑх тытӑмӗнчи кадрсен резервне кӗртӗҫ.



07 октября 2026
13:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter