Олег Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 8-мӗш созыври депутачӗсене пӗр чӑмӑра пухӑнса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ
Шупашкарта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккӑрмӗш созывӗн пӗрремӗш сессийӗ иртрӗ. Ларӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Повесткӑн тӗп ыйтӑвӗсенчен пӗри Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председательне суйлани пулнӑ. Ку хутӗнче те Леонид Черкесова суйланӑ ларӑва пухӑннисем.
Олег Николаев депутатсемпе пухӑннӑ ертӳҫӗсене саламланӑ, Леонид Ильича тата пӗтӗм депутат корпусне республикӑра пурӑнакансен интересӗсемшӗн ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
«Сирӗнтен кашнинех суйлав кӑтартӑвӗсемпе саламлатӑп. Чӑваш Республикинче пурӑнакансем сире шанаҫҫӗ. Кирек мӗнпе ӗҫ те вӗҫленсен – ҫӗнни патне ӑнтӑлма хистет. Пӗрле пирӗн пурнӑҫӑн пур сферине те йӗркеллӗн аталантарса пымалла. Пирӗн сирӗнпе пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн халӑх влаҫӗн пӗрлӗхлӗ системи йӗркеленет. Пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе ӗҫлеме тӑрӑшмалла», – тесе чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Олег Николаев «анлӑ правительство» формачӗ Патшалӑх Думинче тата Федераци Канашӗнче республика представителӗсене ӗҫе явӑҫтарма май панине аса илтернӗ.
Регион Пуҫлӑхӗ пӗрлехи патшалӑх тӗллевӗсене татса парасси, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ наци проекчӗсене пурнӑҫласси ҫине тимлӗх уйӑрнӑ.
Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре пур сферӑра та ӗҫсем кал-кал йӗркеленсе пыраҫҫӗ. Ҫак ӗҫ валли регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программи шанчӑклӑ никӗс пулса тӑчӗ. Унти кӑтартусем – тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи, тивӗҫлӗ медицина, пахалӑхлӑ пӗлӳ тата ытти те. Вӗсем пурте пурнӑҫра ппитӗ кирлӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» Халӑх программи граждансен сӗнӗвӗсенчен йӗркеленнӗ, вӗсенчен чылайӑшне Комплекс программинче шута илнӗ. Ку ӗнтӗ паллӑ, халӑх ыйтнине тата вӗсене пурнӑҫа кӗртсе пынине пӗлтерет.
Депутатсем йӗркелӳ ыйтӑвӗсене пӑхса тухса ҫитес пилӗк ҫуллӑх ӗҫ вӑхӑчӗ валли приоритетлӑ ҫул-йӗрсем палӑртнӑ. Патшалӑх Канашӗн Председательне суйланисӗр пуҫне ҫавӑн пекех председатель ҫумӗсене тата ултӑ комитет ертӳҫисене ҫирӗплетнӗ, ҫав шутра гражданла оборона енӗпе ӗҫлекен ҫӗнӗ комитет йӗркеленнӗ.
Гражданла оборона енӗпе ӗҫлекен хушма комитет йӗркелени, ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсене патриотла воспитани парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама пулӑшӗ. Кун пирки те тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ Пуҫлӑх. «Эпӗ паян сессире палӑртнӑ сӗнӳсене пурне те ырлатӑп. Ку Патшалӑх Канашне вӑйлатать кӑна. Хальхи вӑхӑтра гражданла хӳтӗлев енӗпе ӗҫлекен комитетӑн комплекслӑ хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнмалла», - тесе хушса хунӑ вӑл.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев депутатсене тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ май комитетсене ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗлӗн пилӗк ҫуллӑх стратегийӗсене туса хатӗрлеме сӗннӗ. Пӗрлехи тӗп тӗллевсен шутӗнче – Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене тата вӗсен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшасси. Ҫынсемпе сисӗмлӗ пулни, пысӑк яваплӑха ӑнланни патшалӑх влаҫ органӗсемпе парламент пӗрле ӗҫленин пахалӑхне палӑртать.
