70 ҫул шанчӑклӑ ӗҫленӗ: Шупашкарти агрегат савучӗ юбилейне паллӑ тунӑ

70 ҫул шанчӑклӑ ӗҫленӗ: Шупашкарти агрегат савучӗ юбилейне паллӑ тунӑ

Шупашкарти Агрегат савучӗн культура керменӗнче предприяти 70 ҫул тултарнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ. Предприятин коллективне тата ветеранӗсене паллӑ уявпа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ.

Предприятин историне 1951 ҫулта пуҫланӑ, ун чухне ҫӗршыв Правительстви Шупашкарта трактор запас пайӗсен заводне тӑвасси пирки йышӑну тунӑ. 1956 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пӗрремӗш производство лапамӗсене хута янӑ, таварсем тирпейлесе кӑларнӑ.  Ҫапла пуҫланнӑ та предприяти историйӗ. 1971 ҫулта завода коопераци системине кӗртнӗ май Шупашкарти агрегат заводне куҫарнӑ. Трактор тата моторлӑ техника туса кӑларакансем унӑн партнерӗсем пулса тӑнӑ. Вунӑ ҫул иртсен предприятие пысӑк кӑтартусемпе паллӑрнӑшӑн орденпа чысланӑ.

Паян ЧАЗ – трактор‚ промышленность тата ял хуҫалӑх техники валли комплектлӑ хатӗрсем тирпейлесе  кӑларас енӗпе Раҫҫейре чи пысӑккисенчен пӗри тесен те йӑнӑшах мар.  «Трактор завочӗсем» Концерна кӗнӗ май завод системаллӑ предприяти пулса юлать. Унӑн таварӗсем – гусеницӑллӑ техника, ҫӑра, тиевлӗ вакунсен букс ҫыххин деталӗсем, транспорт машиностроенийӗ валли комплектлӑ тата хатӗрлев пайӗсем – пӗтӗм Раҫҫейӗпе тата унӑн тулашӗнче питӗ кирлӗ. ЧАЗ Чӑваш Республикин машинӑсем тирпейлесе кӑларакан  комплексӑн тӗп звенисенчен пӗри шутланть.

 «Шупашкарти агрегат савучӗ хӑйӗн ҫитмӗл ҫулне малалла шанчӑклӑн кӗтсе илет. Предприяти технологи тӗлӗшӗнчен хастар улшӑнать, ҫӗнӗ майсем шырать. Хӑйӗн позицийӗсене пысӑк производство вӑчӑрин шанчӑклӑ звени пек ҫирӗплетет, машинӑсем калӑплассипе ыттисемшӗн тӗслӗхре.Республикӑри кашни предприяти – регион никӗсӗ.  Вӗсене пула шӑпах та, республика хӑватлӑ вӑй илсе аталанса пырать.  Эпир ххамӑ енчен условисем туса паратпӑр, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем кунта  ӗҫлесе пурӑнччӗр тесе хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ.  

Нумай тунӑ ӗнтӗ, анчах ку пуҫламӑшӗ кӑна. Умра - шанӑҫлӑ ӗҫтешлӗхӗн йӑли-йӗркине, агрегат завочӗн яланах хӑйне евӗрлӗхне упраса тата аталантарса пӗрле тӑрӑшмалла, яваплӑха туйса, мӗнпур ӗҫсене лайӑх пурнӑҫламлла», – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев. Республика Пуҫлӑхӗ мухтавлӑ ӗҫ традицийӗсене тӗпе хуракансене уйрӑммӑн тав тунӑ,  вӗсен ырӑ тӗслӗхӗ ҫитӗнекен ӑрушӑн паха тесе ҫирӗплетнӗ.  

 «Паянхи вӑхӑт ҫӑмӑлах мар.  Анчах йывӑрлӑхсем коллектива чарса тӑмаҫҫӗ – вӗсем ӳсӗмӗн ҫӗнӗ енӗсене шырама хистеҫҫӗ. Эпир ҫӗнӗ  таварсене тирпейлесе  кӑларатпӑр, пахалӑхпа производствӑна ӳстеретпӗр, малалла  каятпӑр. Шӑпах халӗ пирӗн ҫӗршывра кирлӗ кирек мӗнле техника валли те запчаҫсем туса кӑлармалли рынокра пӗрремӗш майсем пур», – палӑртнӑ «Трактор завочӗсем» предприятийӗн  генеральнӑй директорӗ Андрей Водопьянов.

Уяв каҫӗнче предприятин чи лайӑх ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем патшалӑх тата ведомство наградисене тивӗҫнӗ. Мероприяти уяв концерчӗпе вӗҫленнӗ.



08 октября 2026
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter