Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем, отрасль ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Ял хуҫалӑхӗ ҫӗршывӑмӑрӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн тата республикӑра пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗн никӗсӗ шутланать. Вӑл тӗп отрасль пулнӑ та пулать те, унта пирӗн тӗп пуянлӑх тата вӑй тытӑнса тӑрать.
Паян Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексӗ шанчӑклӑн та ҫирӗппӗн аталанать. Хальхи ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура та вӑл витӗмлӗ ӳсӗмсем кӑтартать. 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республика ял хуҫалӑх продукцине туса илессин индексӗ енӗпе Федерацин Атӑлҫи округӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Эпир ҫӗр улмин гектартан 300 центнер ытла рекордлӑ тухӑҫӗпе тивӗҫлипе мӑнаҫланатпӑр, ӑна пула Чӑваш Ен Федерацин Атӑлҫи округӗнче ҫак культурӑна 100 гектар пуҫне шутласа пӗтӗмӗшле пухса илессипе пӗрремӗш вырӑна тухрӗ. Раҫҫейре эпир тӗп хӑмла туса илекенсем пулнине те хаклатпӑр. Чӑваш Ен – хӑмла пухса кӗртмелли комплекспа усӑ куракан пӗртен-пӗр регион, пӗтӗм тӗнчери хӑмла коллекцийӗ тата хӑйне евӗрлӗ вӗренӳ инфратытӑмӗ те кунтах йӗркеленнӗ. Пирӗн республика тӗп севок сухан туса илекен те шутланать. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре те тивӗҫлӗ кӑтартусем тӑватпӑр: сӗт, аш-какай тата ҫӑмарта туса илесси тӑтӑшах ӳсет. Сире ырми-канми ӗҫӗршӗн тавтапуҫ!
Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем тирпейлемелли хӑватсене те хастарлӑн ӳстерсе пыраҫҫӗ. Паян республикӑри апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗнче 9 пин ытла продукци тӗсне туса кӑлараҫҫӗ. Предприятисенче технологисене тӑтӑшах ҫӗнетсе тӑраҫҫӗ, ҫӗнӗ линисем вырнаҫтараҫҫӗ, продукци ассортиментне анлӑлатаҫҫӗ тата, чи пӗлтерӗшли, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстереҫҫӗ.
Ҫак ҫитӗнӳсем – ҫирӗплӗхе палӑртакан кӑтартусем ҫеҫ мар, вӗсем – мала иртсе аталаннине шанчӑклӑн ҫирӗплетни. Ҫакна пурне те сирӗн ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӑра, ӗҫе чунтан парӑннине тата тӑван ҫӗре юратнине пула май килчӗ.
Ял хуҫалӑхне инновациллӗ мелсемпе тытса пымашкӑн пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсем кирлӗ. Пирӗн тӗллев – хӑйсен ӗҫӗнче новаторлӑха тата йӑла-йӗркене ҫыхӑнтарма пӗлекен специалистсем хатӗрлесси.
Регионта тӑтӑш вӗренӳ тытӑмӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет – ача сачӗсенчи агролабораторисенчен пуҫласа пысӑк ӑсталӑхлӑ наука кадрӗсем хатӗрлени таранах. Ҫакӑн пек меслетӗн ӑнӑҫлӑ тӗслӗхӗ Ҫырла ӗҫ-хӗлӗн фабрики» ҫӗнӗ вӗренӳ проекчӗ пулса тӑчӗ, вӑл хӑйӗн тухӑҫлӑхӗпе кирлӗлӗхне кӑтартса пачӗ те ӗнтӗ.
Паян ытларах та ытларах ҫамрӑк специалист хӑйсен тӑван ялӗсене ӗҫлеме таврӑнни уйрӑмах савӑнтарать. Вӗсем унта ҫӗнӗ шухӑшсемпе ку чухнехи технологисене илсе килеҫҫӗ, аталанӑва вӑй кӳреҫҫӗ, аслӑ ӑрӑва шанчӑклӑн улӑштараҫҫӗ. Эпир аграри аслӑ шкулӗсемпе колледжӗсенчен вӗренсе тухакансем ҫӗр ӗҫченӗн ҫулне ӑнланса, чун туртнипе тата ӑна хӑйсен малашлӑхӗпе ҫыхӑнтарса суйласа илнине куратпӑр. Правительство вара ҫакӑн валли пӗтӗм май тӑвать: ҫамрӑк специалистсене пулӑшмалли программӑсем ӗҫлеҫҫӗ, фермер хуҫалӑхӗсене аталантармалли грантсем уйӑрса паратпӑр. Фермерсем вара хӑйсен ӗҫ-хӗл ҫул-йӗрӗсене анлӑлатаҫҫӗ – йӑлана кӗнӗ ӳсен-тӑран ҫитӗнтернипе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнинчен пуҫласа аквакультура евӗр ҫӗнӗ майсем таранах. Ҫамрӑк вӑй хушӑнни Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексне малалла ӑнӑҫлӑн аталанма пулӑшасса шанса тӑратӑп.
Уйрăм тав сăмахĕсем – отрасль ветеранĕсене, регионта ял хуҫалӑх аталанӑвӗн никĕсне хывнă, вӗсен паха опычӗпе тарӑн ӑсӗ пирӗншӗн шанчӑклӑ тӗрев пулса тăракан çынсене. Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексӗнче ветерансен вӑйлӑ юхӑмӗ ӗҫлет. Унӑн хастарӗсем ҫамрӑк ӑрӑва хӑйсен опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Пӗрлӗх йышӗнче – 600 ытла ҫын.
Хаклӑ туссем! Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫемйӗрсене пур тӗрлӗ ырлӑх, тӑван Чӑваш Енпе пӗтӗм Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫӗнтерӳсемпе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп! Уяв ячӗпе!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
