Граждансен ҫӑмӑллӑхлӑ категорийӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ыйту пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ Чӑваш Ен Правительстви
Чӑваш Ен Правительстви граждансен ҫӑмӑллӑхлӑ категорийӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ыйту пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ.
Ҫак ӗҫ мӗнле пыни ҫинчен Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ертсе пыракан эрнесерен ирттерекен планеркӑра строительство, архитектура тата ЖКХ министрӗ Владимир Максимов каласа панӑ.
Кӑҫал кун пек категориллӗ граждансене пурӑнмалли условисене лайӑхлатма республикӑра 3,4 млрд тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫак укҫа-тенке 1757 ҫемье валли пӑхса хӑварнӑ. Паянхи кун тӗлне патшалӑх пулӑшӑвӗпе 1196 ҫемье усӑ курнӑ ӗнтӗ.
Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 457 тӑлӑх ачана 1,3 млрд тенкӗ ытла уйӑрнӑ. 309 млн ытла тенкӗлӗх 109 пӳлӗм туяннӑ, ҫав шутра 33-шӗ – пурӑнмалли сертификатсемпе усӑ курса.
Пиллӗк е тат ытларах нумай ачаллӑ ҫемьесем те тимлӗхсӗр юлмаҫҫӗ. Вӗсене валли бюджетра 1 млрд тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ. Ку вӑл ҫулталӑк малараххипе танлаштарсан 14 процент нумайрах. Харпӑр хӑй валли пурӑнмалли кӗтеспе 134 ҫемьене тивӗҫтермелле. Паянхи кун тӗлне 86 ҫемье 587 млн тенкӗ ытла тенкӗлӗх сертификатсене пурнӑҫа кӗртнӗ.
Тата тепӗр ҫӑмӑллӑхлӑ категорире тӑраканнисем – ҫамрӑк ҫемьесем. Вӗсем те патшалӑх тӗревӗпе усӑ курайраҫҫӗ. Ҫурт-йӗр туянма е тума свидетельствӑсем пама вӗсем валли 511 млн тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ. Свидетельствӑсене 311 ҫамрӑк ҫемье илнӗ, вӗсенчен 289-шӗ хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификачӗсене 472 млн ытла тенкӗлӗх пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ.
Республикӑра ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека кредичӗн программи ӗҫлет. Вӑл ипотека енӗпе чи малтан паракан взнос валли пурӑнмалли ҫурт-йӗр хакӗн 20% таран тӳлеве палӑртать. Бюджетра кун валли 54 млн тенкӗ ытла хывнӑ. Программӑпа усӑ курма СВОна хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисем усӑ курма пултараҫҫӗ. 2026 ҫулта пулӑшупа СВОна хутшӑнакансен 52 ҫемйи усӑ курнӑ, вӗсенчен 38-шӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр туяннӑ, илнӗ укҫа-тенке малтанхи взнос валли тӑкакланӑ.
«Ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса парас ӗҫре ҫынсене пулӑшасси пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Эпир укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр кӑна мар – пулӑшу кашни ҫемьене ҫитсе пытӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Кашни цифрӑ хыҫҫӑн отчетра – ятарлӑ ҫемье. Ку пирӗн ӗҫӗн тӗп кӑтартӑвӗ», – тесе палӑртнӑ регион Ертӳҫи Олег Николаев.
Тата тепӗр пӗлтерӗшлӗ утӑм - специализациленӗ ҫурт-йӗр фондне йӗркелесси. Куславккапа Вӑрнар муниципаллӑ округӗсем муниципалитетсене ҫурт-йӗр тума е социаллӑ пӗлтерӗшлӗ хваттерсем туянма уйӑрнӑ субсидисене тивӗҫме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Куславккара икӗ хваттер туяннӑ, Вӑрнарта пилӗк хваттер илме, пая кӗрсе строительство ӗҫне хутшӑнмалли килӗшӳсем тунӑ.
Кӑҫал республикӑра Раҫҫей Геройӗсемпе вӗсен ҫемйисем валли пулӑшу памалли ҫӗнӗ мера хута янӑ – пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма условисем йӗркеленӗ, ҫак тӗллевсем валли 53,3 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Паянхи куна 12 свидетельство панӑ, вӗсенчен 7-шӗ – 30,5 млн тенкӗлӗх – пурнӑҫа кӗнӗ те ӗнтӗ.
Чӑваш Ен территорийӗнче информаци технологийӗсем енӗпе ӗҫлекен ИТ-компани специалисчӗсем валли те пулӑшу мерисем пӑхса хӑварнӑ. Вӗсем ҫурт-йӗр (ипотека) кредичӗсемпе (займамсемпе) процент тӳлемелли тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма тӳлевсем палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пек тӳлевсене ИТ-компанисен 15 ӗҫченӗ 554 пин тенкӗлӗх илнӗ. Палӑртса хӑварар, асӑннӑ пулӑшу виҫи пурӑнмалли ҫурт-йӗр кирлине пӑхмасӑрах пулать.
«Округсенче час-часах ҫурт-йӗр ҫинчен ыйтаҫҫӗ ҫынсем. Ыйту пӗлтерӗшлӗ. Округсен пуҫлӑхӗсем конкретлӑ пӗлтерччӗр: договор тӑвакансемпе мӗнле хатӗрленине, подрядчиксем камсем пулнине тата пирӗн льготниксене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерес тесе мӗн тунине. Кун пек чухне муниципалитетсем хӑйсем ҫак ыйтӑва мӗнле татса панине курса тӑраҫҫӗ. Кун пек ҫирӗп йӗрке пирӗншӗн те, вӗсемшӗн те усӑллӑ пулӗ», – тесе каланӑ республикӑн премьер-министрӗ Сергей Артамонов.
