Халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес ыйту пӗлтерӗшлӗӗп тӗрӗслеве илет
Чрезвычайлӑ лару-тӑрусене асӑрхаттарасси, мӗн пур вӑя оперативлӑ хатӗрлесси‚ яваплӑ мӗнпур службӑн кал-кал ӗҫӗ - ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне хӳтӗлемелли тӗп условисем. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе Правительство ҫуртӗнче иртнӗ чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес енӗпе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗнче тепӗр хут палӑртса каланӑ. Унта хутшӑнакансем ҫуркуннехи сезона пӗтӗмлетнӗ, регионта пурӑнакансене ӑнсӑртран сиксе тухакан пӑтӑрмахсенчен хӳтӗлемелли актуаллӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, кӗркуннепе ҫывхарса килекен хӗллехи тапхӑрти тӗллевсене палӑртнӑ.
«Ҫуллахи тапхӑра пысӑк инкексемсӗр вӗҫленӗ. Ку вӑл пур енӗпе те пӗрне-пӗри ӑнланса тухӑҫлӑ ӗҫленине ҫирӗплетет. Кашни вӑхӑтра йышӑну туни, службӑсем кал-кал ӗҫлени тата хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсем ҫине яваплӑ пӑхни чи хакли. Халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси пысӑк пӗлтерӗшлӗ», – тесе каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Превентивлӑ мероприятисен комплексне пула пушарсен шутне чакарма май килнӗ. Вӑрмансенче пушар тухнӑ тӗслӗхсем те ытти чухнехинчен сахал.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев шывпа тивӗҫтерекен ҫӑлкуҫсене ирӗклӗн ҫитме кирлине асӑрханӑ. Вӑл муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене ҫак ӗҫе йӗркелеме, ноябрӗн 15-мӗшӗччен лару-тӑру мӗнле шайра пулни ҫинчен докладсем тӑратма хушнӑ. Малашне вӗсене нормативлӑ шайра тытса пыма тивет.
Ларура ҫавӑн пекех шыва кӗмелли сезонри ӗҫ-пуҫа пӗтӗмлетнӗ. Ҫак ҫулла Чӑваш Енри шыв-шурсенче вун пилӗк инкек сиксе тухнӑ. Анализ кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем шыва кӗме чарнӑ вырӑнсенче пулса иртнӗ. Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Закутаев палӑртнӑ тӑрӑх, аслисем вилнин тӗп сӑлтавӗсем – эрех-сӑра ӗҫсе ӳсӗрӗлни, харпӑр хӑй дисциплинӑна пӑхӑнманни, ҫул ҫитменнисен хушшинче ашшӗ-амӑшӗн тӗрӗслевӗ ҫукки тата шыва кӗме юраман вырӑнсенче шыва кӗни, ишме пӗлменни. Шыв ҫинчи инкеклӗ самантсене асӑрхаттарас тесе ҫу каҫипех республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен представителӗсемпе пӗрле массӑллӑ кану вырӑнӗсенче виҫ ҫӗр ытла рейд ирттернӗ, вӗсемпе пӗрле халӑх хушшинче профилактика калаҫӑвӗсем те йӗркеленӗ.
Хӗлле уйрӑмах пысӑк хӑрушлӑх – пӑр шутланать. Ҫавӑнпа та шыв-шурсенче патрульсем йӗркелӗҫ.
«Пирӗн тӗп тӗллев – чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва сирсе яма хатӗр пуласси кӑна мар, профилактика енӗпе комплекслӑ ӗҫсем йӗркелесе пырасси те приоритетлӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн республикӑра пурӑнакансене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермелле», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен министр Сергей Павлов.
