Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ял хӗрарӑмӗн кунӗпе саламлани
Чӑваш Енри ял-салара пурӑнакан хаклӑ хӗрарӑмсем!
Сире Ял хӗрарӑмӗн кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫак уяв эсир пуҫарнипе тата пулӑшнипе ҫуралчӗ. Халӗ пирӗн календарьте тепӗр паллӑ кун пулнине уйрӑмах савӑнса палӑртатӑп. Сирӗн ырми-канми ӗҫӗр, тӑван киле, ҫывӑх ҫынсене иксӗлми таса туйӑмпа юратни чӑннипех те пысӑк хисепе тивӗҫ.
Эсир – килти хӑтлӑхпа йӑла-йӗрке тата чун-чӗре ӑшшин управҫисем. «Кил ăшши – арăмран», – тесе халӑхра ахальтен каламаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыва юратни, ҫемьешӗн тӑрӑшни, ҫулталӑк вӑхӑтне пӑхмасӑрал юратни мар тӑвакан кулленхи ӗҫ ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ йӗркин никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Эсир ачасене пахса ҫитӗнтеретӗр, хуҫалӑха тытса пыратӑр, мӑн асаттемӗрсем пулса юлатсен йӑлисене сыхласа упратӑр, хӑвӑр вара ҫав вӑхӑтрах ку чухнехи, ӗҫлӗ те ӑнӑҫлӑ хӗрарӑмсем пулма пӑрахмастӑр.
Уй-хирпе ферма ӗҫченӗсем, агропромышленноҫ комплексӗн хастарӗсем, ялти вӗрентекенсем, врачсемпе фельдшерсем, культура ӗҫченӗсем – сирӗнтен кашниех хӑйӗн тӑван ялӗн пурнӑҫне курӑмлӑ тӳпе хывать.
Сирӗн ачаш аллӑрсем тата сисӗмлӗ чӗрӗр ӑшшийӗ Чӑваш ҫӗрне ырлӑх кӳреҫҫӗ. Сире пула ял хастарлӑн аталанать. Унта ытларах та ытларах ҫамрӑк специалист ӗҫлеме таврӑнать, ҫӗнӗ фермӑсем, шкулсемпе культура ҫурчӗсем уҫӑлаҫҫӗ – ялти пурнӑҫ кӑсӑкрах та хӑтлӑрах пулса пырать.
Пурнӑҫри сирӗн хастарлӑхӑр – хавхалануллӑ сӑмахсене тивӗҫлӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене пулӑшас ӗҫе эсир хывакан тӳпене хак пама та ҫук. Эсир ҫавӑн пекех гуманитарлӑ грузсем пуҫтарса ӑсатнӑ ҫӗре те хастарлӑн хутшӑнатӑр, салтаксен шӑписене уҫӑмлатма пулӑшатӑр тата вӗсен ҫемйисене шанчӑк кӳретӗр.
Эсир хӑвӑр ҫинчен хӑюллӑн пӗлтеретӗр. «Эпӗ – хӗрарӑм» конкурс, «Ял управҫи» преми, «Ял илемӗ» спартакиада тата ытти пуҫарусем ялта ӗҫлесе пурӑнакан хӗрарӑмсемшӗн хӑйсен нумай енлӗ пултарулӑхне, хӗрарӑмлӑхне тата чун хавалне уҫса пама пулӑшакан вырӑнсем пулса тӑчӗҫ. Асӑннӑ пуҫарусенчен хӑшӗ-пӗри, пилӗк пине яхӑн ял пикине пӗрлештерсе, регионсем хушшинчи статуса тивӗҫрӗ. Пирӗн ентешӗмӗрсем Гран-при ҫӗнтерӳҫисен тата ӑна ҫӗнсе илнисен шутне кӗреҫҫӗ. Сирӗн видеопрезентацисемпе проектӑрсенче ял пурнӑҫне улӑштарма пулӑшакан кӑсӑк тӗслӗхсем тата витӗмлӗ шухӑшсем уҫҫӑн палӑраҫҫӗ.
Хӑйсен паллӑ ҫӗнтерӗвӗсемпе тата пысӑк пултарулӑхӗпе пирӗн хӗрарӑмсемрпиртата пултарул чӑваш ялӗн ятне республика тулашӗнче те чапа кӑлараҫҫӗ. Сыр пӗҫерекен Ольга Кошелева, «Санккино» сыр завочӗн ертӳҫи Светлана Михопарова пӗтӗм Раҫҫейри «Професси енӗпе чи лайӑххи» тата «АПКри хӗрарӑмсем» конкурссен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑчӗҫ. ХФХ ертӳҫи Ирина Игнатьева «АГРО КФХ 100» рейтингӑн ТОП-10 йышне кӗчӗ. Профессири паллӑ ҫитӗнӳсемшӗн Альбина Силиверстова ветеринари врачӗ, аграри аслӑ шкулӗн ертӳҫи Надежда Алтынова, ял хуҫалӑх кооперативне ертсе пыракан Альбина Новикова, ҫавӑн пекех ҫӑкӑр завочӗн генеральнӑй директорӗ Елена Бадаева тата чечек бизнесне никӗсленӗ Вероника Беликова ҫӳллӗ шайри хисепе тивӗҫрӗҫ. Вӗсенчен кашниех чӑваш хӗрарӑмӗ кил тӗрекӗ тата республика мӑнаҫлӑхӗ пулнине хӑйӗн кулленхи ӗҫӗпе тивӗҫлипе ҫирӗплетет.
Сире ҫирӗплӗхӗрпе тарӑн ӑсӑршӑн, килӗштерсе пурӑнма тата кашни кунпа савӑнма пӗлнӗшӗн таймапуҫ. Ҫак кун пурсӑра та савӑнӑҫпа лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелетӗр! Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх, тӑнӑҫлӑх тата телей сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
