Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Ҫул-йӗр отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп! 

Сирӗн ӗҫӗр – республикӑмӑрӑн ҫирӗп пурнӑҫӗн, ҫулсем ҫинчи хӑтлӑхпа хӑрушсӑрлӑх никӗсӗ. Сирӗн пӗлӗвӗрпе паха опытӑра тата ырми-канми ӗҫӗре пула ҫӗнӗ магистральсем, кӗперсем тата транспорт ункисем хута каяҫҫӗ, ҫул-йӗр сечӗ йӗркеллӗ ӗҫлет. Хуласемпе ялсем, районсемпе предприятисем хушшинче шанчӑклӑ ҫыхӑну йӗркелесе эсир Чӑваш Ен транспорт тытӑмне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр.

Кӑҫал эпир 600 ҫухрӑма яхӑн ҫул-йӗре ҫӗнететпӗр, вӗсен шутӗнче – «Восток» М-12 федераци трассине тунӑ чухне сиенлетнӗ 70 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫулсем, 6 кӗпере юсатпӑр. Халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисенче талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнчи ҫӳреве хӑрушлӑхсӑртарах тӑвас тӗллевпе 23 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула ҫутӑпа тивӗҫтерессине йӗркелетпӗр. Отрасль аталанӑвне пӗтӗмӗшле рекордлӑ 11,7 миллиард тенкӗ хывнӑ. 

Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн тӗп ҫитӗнӗвӗсенчен пӗри хытӑ ҫийлӗ автомобиль ҫулӗсен йышлӑлӑхӗ енӗпе Федерацин Атӑлҫи округӗнче 2-мӗш вырӑна тухни пулчӗ. Ку кӑтарту 1 пин тӑваткал километр пуҫне 472 ҫухрӑма ҫит танлашррӗ, республика инфратытӑмне аталантарас енӗпе тӑвакан пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗре тивӗҫлипе хак пани шутланать ҫакӑ.

Уйрӑм тав сӑмахӗсем – отрасль ветеранӗсене. Сирӗн нумай ҫулхи опытӑр паянхи ҫитӗнӳсемпе малашнехи проектсем валли ҫирӗп никӗс хывнӑ.

Ҫак уявра ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне, ҫитӗнӳсем тата ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем сунатӑп. Кашни ӗҫ кунӗ сире хӑвӑрӑн ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе мӑнаҫланма май патӑр, ӗҫ коллективӗсенче вара пӗр-пӗрне ӑнланни тата пулӑшса тӑни яланах тӗп вырӑнта пултӑр!

Уяв ячӗпе сире, хаклӑ туссем!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                         Олег Николаев



18 октября 2026
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter