Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Ӗҫлӗ Раҫҫей» обществӑлла организацийӗн юбилей форумӗнче бизнеса аталантарасси пирки уҫӑ калаҫӑва хутшӑннӑ
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫлӗ Раҫҫей» общество организацийӗ 25 ҫул тултарнине халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри юбилей форумӗнче республикӑпа паллаштарнӑ. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хутшӑннипе мероприяти гибрид формипе иртнӗ, Мускаври тӗп площадкӑра тата правительствӑри лару-тӑру центрӗсенчен онлайн мелӗпе дискуссие хутшӑннӑ регионсене пӗрлештернӗ.
Владимир Путин общество организацине хутшӑнакансене юбилейлӑ датӑпа саламланӑ, пӗрлешӗве хутшӑнакансем пирӗн экономикӑн чӑн-чӑн лидерӗ пулса ҫитӗннине, малта пыракан позицисене йышӑннине, ҫав шутра пысӑк технологисен сферинче, коммерциллӗ мар экспорт енӗпе ӗҫленине палӑртнӑ. «Ӗҫлӗ Раҫҫей» бизнеса тытса пымалли тӗллевлӗ условисен наци модельне йӗркелес, лайӑх та конкурентлӑ ӗҫлӗ климата йӗркелес, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ертӳҫисемпе пӗрле регионсенчи инвестици стандартне хута ярассипе хастар тимленине, мӗнпур ӗҫе координацилесе пынине асӑнӑ. «Ку Раҫҫей умӗнче ҫӗнӗ инвестици циклӗ хута яма, инноваци компанийӗсене, промышленноҫ, логика, креатив, туризм тата ытти проектсене укҫа-тенкӗ хывассине пысӑклатма, наци рынокӗн калӑпӑшне ӳстерме, ҫавӑн пекех паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе пыракан ыйтусене тивӗҫтерме тӗллев лартни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ», – тесе палӑртнӑ вӑл.
Ӗҫлӗ калаҫура вӗренӳ, культура, экологи, волонтёр тата ыр кӑмӑллӑх пуҫарӑвӗсене, боецсемпе СВО ветеранӗсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассине уйрӑмах палӑртнӑ.
Форумра ӗҫлӗ климата лайӑхлатмалли сӗнӳсене сӳтсе явнӑ. Уйрӑммӑнах инвестицисем валли вӑрӑм укҫасен экосистемине йӗркелес, инвестици шутлавӗсене уйӑрса парас, бизнеса витӗм кӳрес тата ытти пуҫарусем пирки тарӑн сӳтсе явнӑ.
Регион аталанӑвӗнчи бизнес-пӗрлӗхӗн пӗлтерӗшне хакланӑ май Олег Николаев влаҫпа предпринимательсем хушшинчи тӳрӗ диалогӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ. «Эпир Правительствӑн экономика блокӗн Чӑваш Енри бизнесӗ хӑйне хӳтӗленӗ пек туйтӑр тесе пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлетпӗр. Пирӗн тӗллев - диалог тытса пырасси кӑна мар, предпринимательсен ыйтӑвӗсене управлени йышӑнӑвӗсене хӑвӑрт трансформацилесси. «Ӗҫлӗ Раҫҫей» Чӑваш Республикин стратегиллӗ партнерӗ инвестици климатне лайӑхлатас тӗлӗшпе тухса тӑрать. 2024 ҫулта алӑ пуснӑ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӳ практикӑлла кӑтартусем парать ӗнтӗ: организаци представителӗсем Регионти инвестици стандарчӗн проект офисӗн ӗҫне тивӗҫтереҫҫӗ тата предпринимательсен интересӗсене хӳтӗлесе тата регионӑн ӗҫлӗ хутлӑхне лайӑхлатса патшалӑх йышӑнӑвӗсене тӑвас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ», – палӑртнӑ регион Ертӳҫи.
Республика Пуҫлӑхӗпе пӗрле форум ӗҫне экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Лариса Рафикова, ҫавӑн пекех «Ӗҫлӗ Раҫҫей» регионти уйрӑмӗн ертӳҫисем - Константин Мнейкин сопредседатель, Анастасия Анохина ӗҫ тӑвакан директор тата пӗрлешӳ членӗсем Андрей Евтушенко тата Владимир Морозов хутшӑннӑ.
«Деловая Россия» Чӑваш енри уйрӑмӗ 2008 ҫултанпа ӗҫлет, паянхи кун тӗлне производство, строительство, финанс тата IT-секторсенчен, ҫавӑн пекех право тата аудит енӗпе ертсе пыракан экспертсен 80 харпӑрлӑхне тата компанисен ертӳҫисене пӗрлештерет. Предпринимательсене профильлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсем ҫумӗнчи 34 ытла канашлу органӗсен йышне кӗртнӗ. Пурте пӗрне-пӗри ӑнланса, килӗштерсе ӗҫлесе пыраҫҫӗ, май пур таран паха сӗнӳсем парса, мӗнпур ыйтусене уҫӑмлатма витӗс кӳреҫҫӗ.
