Чӑваш Енри ялти шкулсене ытти регионти вӗрентекенсем ӗҫлеме килнӗ

Чӑваш Енри ялти шкулсене  ытти регионти вӗрентекенсем ӗҫлеме килнӗ

Кӑҫал Чӑваш Республикинчи шкулсене «Земский учитель» программӑпа 16 педагог ӗҫлеме килнӗ. Ҫӗнӗ учительсен чи пысӑк йышне Шупашкар округӗ — 6 ҫын, тата виҫӗ педагог Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче, икшерӗн — Каҫал енпе  Красноармейскинче тата Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче  пӗрер вӗрентекен вӑй хураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  ял тӑрӑхӗсенче тӑрӑшакан учительсем  пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗрре  мар палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче.

«Вӗрентекенсем, уйрӑмах ялти шкулсене ӗҫлеме килеҫҫӗ пулсан, питӗ аван.  Енчен те вӗсем регионта пурӑнма, ӗҫлеме килӗшеҫҫӗ пулсан, вӗсене хапӑл тусах йышӑнмалла.  Вӗсене тӗрев пани  — Чӑваш Ен пуласлӑхне инвестици хывнине ҫирӗплетет.  Вӗрентекенсем валли эпир хамӑр енчен  хӑйсен вӑй-хӑватне пурнӑҫа кӗртме майсем туса паратпӑр. Ачасем пахалӑхлӑ пӗлӳ илсе, ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем пулса ҫитӗнччӗр»,  — тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Программӑна хутшӑнакансен географийӗ палӑрмаллах анлӑланнӑ: Чӑваш Енри шкулсене Пушкӑртстанран, Марий Элтан, Мускавран тата Чулхуларан вӗрентекенсем килнӗ. Ҫакна кура программӑна вырӑнти педагогсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗрентекенсем акӑлчан тата ытти ют чӗлхесене, математикӑна, физикӑна, информатикӑна, историе, музыкӑна вӗрентӗҫ, пуҫламӑш классене ертсе пырӗҫ.

Ҫамрӑк специалистсене пулӑшасси Чӑваш Ен Правительствин ӗҫӗнчи приоритетсенчен пӗри шутланать. «Земский учитель» программӑна хутшӑнакансене 1 млн тенкӗ пӗр хутчен парса пулӑшаҫҫӗ.  Пурӑнмалли ҫурт-йӗре тата коммуналлӑ тӑкаксене арендӑна илес енӗпе компенсаци параҫҫӗ. Уйрӑммӑн ҫакна палӑртмалла: Елчӗк, Тӑвай, Красноармейски, Каҫал ен, Шӑмӑршӑ тата Канаш муниципалитетсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗмӗрле хулинче вӗрентекенсем — конкурс отборӗнче ҫӗнтернисем — тӑван шкулсене ӗҫлеме таврӑннӑ.

 «Эпир кашни ҫамрӑк педагогра пысӑк потенциал куратпӑр, пур пуҫарусене те пулӑшма хатӗр. Ҫирӗп вӑй-хал, ҫӗнӗ идейӑсем тата наставниксен хальхи хӑнӑхӑвӗсем пирӗн шкул ачисемшӗн вӗренӳ процесне тата та тухӑҫлӑрах та кӑсӑклӑрах тума пулӑшасса шанса тӑратпӑр», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров программӑна хутшӑнакансемпе тӗл пулсан. Ҫӗнӗ вырӑнта адаптаци ыйтӑвӗсене,  профессилле аталану планӗсене тата ытти ыйтусене  сӳтсе явнӑ.

Ҫамрӑк специалистсемпе тӗлпулусем тӑтӑшах пулӗҫ — вӗсем ӑнсӑртран сиксе тухакан ыйтусене туххӑмрах татса пама, пӗр-пӗрин паха опычӗсемпе паллашма витӗм кӳрӗҫ.



22 октября 2026
08:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter