Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсене професси уявӗ ячӗпе саламланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Автомобиль тата  хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсене професси уявӗ ячӗпе саламланӑ

Автомобиль тата  хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗ умӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев отрасльти чи лайӑх представителсемпе тӗл пулнӑ, вӗсене патшалӑх наградисем парса чысланӑ.

Регион Ертӳҫи хӑйӗн сӑмахӗнче ҫул-йӗр транспорчӗн отраслӗ экономика аталанӑвне тата граждансен пурнӑҫ пахалӑхне тивӗҫтернине палӑртнӑ.

 «Юлашки ҫулсенче эпир калама ҫук пысӑк ӗҫ турӑмӑр: ҫул тӑвассипе тата юсассипе калӑпӑшсене ӳстерсе пыратпӑр, ҫулсене хальхи цифра технологийӗсемпе тивӗҫтеретпӗр, ҫул-йӗр ҫинчи ҫӳреве сӑнаса тӑрассине ҫӗнетсе пыратпӑр, искусствӑлла интеллект пулӑшнипе транспорт инфратытӑмне малалла аталантармалли модельсене туса хатӗрлетпӗр.

Кирек мӗнле ҫанталӑкра, час-часах йывӑр условисенче ӗҫлекен ҫул-йӗр бригадисен, инженерсен, проектировщиксен, водительсен, юсакансен тата диспетчерсен пысӑк ӗҫӗ – ҫынсем республикӑра хӑрушӑсӑр ҫулсемпе тата шанчӑклӑ транспортпа усӑ курма пултарччӑр тесе тӑрӑшни.

Пирӗн умра Президент Владимир Путин тата Раҫҫей Правительстви лартакан тӗллевсем сахал мар-ха. Хӑвӑртлӑха чакармалла мар, ҫӗнӗ енсене алла илмелле тата, чи кирли, шухӑшласа хӑварнине вӗҫне ҫитермелле. Эпӗ шанатӑп, пирӗн пӗтӗмпех пулать: кун валли технологисем те, цифра сервисӗсем те пур, чи кирли вара - пӗрле ӗҫлес кӑмӑл тата пӗрле ӗҫлеме пӗлни», – палӑртнӑ Олег Николаев, Чӑваш Енӗн транспорт инфратытӑмӗпе экономикин аталанӑвне чӑннипех те пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ.

Республикӑри ҫул-йӗр инфратытӑмӗ аван аталанать: ҫулсен сечӗн тӑршшӗ 12 пин ҫухрӑмранн та иртет, ҫирӗп сийлӗ ҫулсене пӑхас пулсан, Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Иртнӗ пилӗк ҫулта юсав хӑвӑртлӑхӗ икӗ хут ытла ӳснӗ: 65 ҫухрӑм ҫул тунӑ тата реконструкциленӗ, 3 000 ҫухрӑм патне юсанӑ, 24 кӗпер сооруженине ҫӗнетнӗ, 100 ҫухрӑм патне тулашри ҫутӑпа тивӗҫтернӗ. Кӑҫал кӑна 600 ҫухрӑм патне ҫулсене ҫӗнетнӗ, 10 ҫухрӑм ытла ҫӗнӗ ҫул тунӑ тата 6 кӗпере юсанӑ.

Муниципалитетсем хуш­шинчи ҫулсем тӑрӑх электричество вӑйӗпе ҫӳрекен транспорта  ҫӳретме майсем туса панӑ, ҫавна пула халӑх пурӑнакан вырӑнсем хушшинчи ҫул ҫӳрев халӗ унчченхинчен чылай хӑтлӑрах, ҫав шутра экологи тӗлӗшӗнчен те.

Транспорт сечӗ те кая юлмасӑр аталанать. Юлашки пилӗк ҫулта республика 221 троллейбус туяннӑ. Чӑваш Ен ҫак транспорт тӗсӗпе тивӗҫтерни енӗпе Раҫҫейре малта пыракан пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче хула ҫумӗнчи ҫӗр ҫинчи электричество транспорчӗн куҫса ҫӳрекен составне 100% ҫӗнетнӗ. 2024–2025 ҫулсенче республикӑна 139 автобус килнӗ, 2026 ҫулта вара – наци проекчӗ шайӗнче тата 10 троллейбус тата 45 автобус килсе ҫитнӗ.

Сывлӑш транспортне аталантарассипе те тимлӗ ӗҫленӗ.  Пӗлтӗр А. Г. Николаев ячӗллӗ Шупашкарти аэропортӑн пассажирсен юхӑмӗ 645 пин ҫынран иртнӗ. 2026 ҫулта ҫӗнӗ ҫулсем уҫӑлнӑ – Новосибирска тата Минска. Пассажирсен юхӑмӗ ӳсни сывлӑш карапӗсен чарӑнӑвне анлӑлатма  хистенӗ. Шупашкарти аэропорт инфратытӑмне тӗпрен юсанӑ.  

Транспорт тытӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Олег Николаев  сумлӑ  ӗҫченсене  наградӑсемпе чысланӑ.  Чӑваш Енӗн транспорт министрӗ Максим Петров пухӑннисене саламланӑ тата учрежденисен, транспорт комплексӗн подрядлӑ организацийӗсен ӗҫченӗсене ведомство наградисене парса хавхалантарнӑ. Автомобиль тата  хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламланӑ.

Пысӑк ӑсталӑхпа яваплӑх республика пурнӑҫӗн кулленхи таппине тивӗҫтерсе тӑнӑ май пирӗн хуласемпе ялсенче пурӑ­накан пин-пин ҫыншӑн ҫул ҫӳреме меллӗ те хӑтлӑ майсем йӗркеленине тепӗр хут палӑртнӑ.  Чӑваш Енӗн транспорт инфратытӑмӗпе экономикин аталанӑвне чӑннипех те пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ.

 



23 октября 2026
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter