Чӑваш Республикин бюджетне пурнӑҫланӑ чухне социаллӑ обязательствӑсене пурнӑҫласси тата СВОна хутшӑнакансене пулӑшасси пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2026 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2027–2028 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджетне тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Тивӗҫлӗ саккун проектне пӑхса тухасси сесси кун йӗркинчи тӗп ыйтусенчен пӗри пулнӑ. Маларах асӑннӑ ыйтӑва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
«Пирӗн тӗп приоритетсем улшӑнмасӑр юлаҫҫӗ. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси, республикӑра хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе мерӑсем йышӑнасси тӗп ыйтусем. Вӗсене пурнӑҫлассишӗн яваплӑха туйса тӑрӑшса ӗҫлеемелле. Инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарсси пӗлтерӗшлӗ, ӑна валли укҫа-тенкӗ хыватпӑр, вырӑнти производительсене вӑй илсе пыма витӗм кӳрӗпӗр. Ҫаксем пӗтӗмпех ӗҫ вырӑнӗсене, апат-ҫимӗҫ тата технологи никама пӑхӑнманлӑхне упрамалли, Чӑваш Ене малалла аталантармалли никӗс», - тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Йышӑннӑ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн, республика бюджечӗн тупӑшӗсем кӑҫал 17,5 млрд тенкӗ чухлӗ ӳсеҫҫӗ тата 136,4 млрд тенкӗ - пӗлтӗрхинчен 15 процент нумайрах. Харпӑр хӑй тупӑшӗ 18,3 млрд тенкӗлӗх ӳсӗ, вӗсенчен 15,1 млрд тенки - организацисен тупӑшӗ ҫине налук кӗнин шучӗ ӳснишӗн тата 96,8 млрд тенкӗпе танлашӗ. Тӑкаксем ҫавӑн пекех пысӑкланса 146,9 млрд тенке ҫитӗҫ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене 100%-лӑ укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси яланхи пекех малти вырӑнта тӑрать. СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси, пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен тытӑмсене пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлеттересси ытусем те пысӑк тимлӗхре. Ҫак тӗллевсем валли хушма 4,8 млрд тенкӗ уйӑрнӑ, пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 15,3 млрд тенке ҫитӗ.
Хушма укҫа-тенкӗ социаллӑ политикӑна та, вӗренӳпе сывлӑх сыхлавне, культурӑпа спорта та, ҫавӑн пекех наци экономикине аталантарас, ял хуҫалӑхне, коммуналлӑ хуҫалӑха ҫӗнетес, транспорта ҫӗнетес ҫӗре те каять. Муниципалитетсене пулӑшасси малалла пырать.
Чӑваш Енӗн патшалӑх парӑмӗ 2,5 млрд тенкӗ чакать тата 2027 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 10,6 млрд тенкӗпе танлашать - республика бюджечӗн прогнозланӑ харпӑр хӑй тупӑшӗсен 11 проценчӗ.
Республика парламенчӗн депутачӗсем бюджет параметрӗсем ӳснине ырланӑ, вӗсене пула республикӑра пурӑнакансемшӗн ҫӗнӗ, пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме хушма майсем тупӑнсах тӑнине асӑннӑ.
