Социаллӑ объектсене хута ямалли графика пурнӑҫланипе пурнӑҫламаннине ҫирӗп тӗрӗслеве илме хушнӑ Олег Николаев
Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен планеркӑра республикӑри адреслӑ инвестици программине 2026 ҫулта тӑхӑр уйӑх хушшинче пурнӑҫланине пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Енре палӑртнӑ 67 социаллӑ объектран 21-шӗ пӗтӗмпех хатӗр. Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 340 вырӑнлӑ ача сачӗ уҫӑлнӑ. Хӑйсен пациенчӗсене Муркашпа Шӑхасанти ҫӗнӗ поликлиникӑсем йышӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӳп-ҫап полигонӗнче пӗвене реконструкциленӗ. Ҫӗнӗ ҫулсемпе инженери сечӗсем тӳрех тӗп хулари аталанса пыракан темиҫе районта хывнӑ: Ҫӗнӗ хулара, Радужнӑйра, Грязевски стрелокра тата Благовещенскинче. Унсӑр пуҫне Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Каҫал ен округӗсенче пурӑнакансем валли IX шыв комплексӗн строительствин пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫленӗ.
Анчах Правительство ыйтакан хӑвӑртлӑха пур муниципалитет та пурнӑҫламанни сисӗнет. Сӑмахран, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Комсомольски тата Канаш округӗсенче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫӗр лаптӑкӗсем ҫине коммуникацисем сарма конкурс процедурисем вӑраха тӑсӑлнӑ. Контрактсене вӑхӑтра алӑ пусса ҫирӗплтменни пирки ӗҫсем кая юлса пуҫланнӑ, пӗлтерӗшлӗ социаллӑ проектсем графикран юлса пурнӑҫа кӗме пултарӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев профильлӗ ведомствӑсемпе округсен ертӳҫисене подрядчиксен ӗҫне кашни тапхӑртах хытӑ тӗрӗслесе тӑма хушнӑ.
«Кун пек пачах та пулмалла мар. Финанс тӗлӗшӗнчен чӑрмав ҫук. Укҫа-тенкӗне ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех муниципалитеттсене парса тивӗҫтернӗ. Контрактсене авӑн уйӑхӗнче кӑна алӑ пусни авнах мар. Пирӗн вырӑнта ҫавӑн чухлӗ нумай вӑхӑт контракт тунин сӑлтавӗсене тӗплӗн тишкерсе тухмалла. Ӳлӗмрен пӑтӑрмахсем ан пулччӗр тесен, кирек-епле ӗҫе те туллин тишукрмелле, май пур таран сӑлтавне тупса туххӑмрах тӗрӗс йышӑнусем туса хӑвармалла», - тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш Республикин строительство министрӗ Владимир Максимов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал инфратытӑма аталантарма, тирпей-илем кӗртме 13,5 млрд тенкӗ уйӑрнӑ, ҫав шутра 2,9 млрд федераци енчен тӗрев куҫнӑ. Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне строительсем 5,5 млрд тенкӗллӗх ӗҫсене пурнӑҫланӑ, ку ҫулталӑк планӗнчен 40 процентран кӑштах ҫеҫ нумайрах.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен Чӑваш Енре тата темиҫе теҫетке объекта хута яма палӑртнӑ. Вӗсенчен чылайӑшне паян-ыран уҫма та хатӗр пулӗ. Каҫал ен салинче 640 вӗренекен валли шкул туса пӗтернӗ. Хӗрлӗ Чутайри шывпа тивӗҫтермелли тытӑм 100% хатӗр. Хӑй патне «Звездный» ача-пӑча лагерӗ те кӗтет. Ӑна та тӗпрен ҫӗнетсе ҫитернӗ. Патӑрьелти тасату сооруженийӗсем тата Шӑнкӑртамри физкультурӑпа сывлӑх комплексне те туса пӗтернӗпе пӗрех. Муркаш тата Патӑрьел тӑрӑхӗсенчи ҫӳп-ҫап тирпейлекен комплекссене, ҫавӑн пекех Вӑрмар тӑрӑхӗнчи ял культура ҫуртне хута яма хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫул сечӗ те ҫӗнелет: пилӗк ҫӗнӗ трассӑна автомобилистсем валли уҫнӑ ӗнтӗ тата вунтӑватӑ ҫул хатӗрлесе ҫитернӗ.
Ҫак лайӑх улшӑнусем пурте республикӑри адреслӑ инвестици программине пула пулса иртеҫҫӗ, унпа усӑ курса Правительство хуласемпе ялсенче пурӑнма хӑтлӑ майсем туса парать. Вӑл пӗтӗм тӗп сферӑна: вӗренӳ, сывлӑх сыхлав, социаллӑ политика, культура, спорт, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тата ҫул-йӗр хуҫалӑхне, ҫавӑн пекех экологие те пысӑк тимлӗх уйӑрать. 2026-2028 ҫулсем валли программӑна 32 млрд тенкӗлӗх пысӑк ресурс хывнӑ, вӗсенчен 21,1 млрд республика уйӑрнӑ, 10,9 млрд-шӗ федераци бюджетӗнчен кӗнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗпе 133 объекта тума тата юсаса ҫӗнетме тивӗ, пулас 65 сооружени валли проектсем хатӗрлемелле, хатӗр икӗ ҫурта хута ямалла.
