Чӑваш ялӗсенчи ӗҫ ҫыннисем ҫинчен ҫырнӑ ҫӗнӗ энциклопедин иккӗмӗш томне агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсемпе пӗрле сӳтсе явнӑ Олег Николаев
Чӑваш Республикин агропромышленноҫ комплексӗн энциклопедийӗн иккӗмӗш томӗ пичетленсе тухнӑ. Тепӗр кӑларӑмпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев отрасль ветеранӗсемпе тӗл пулнӑ чухне паллаштарнӑ.
«Паян эпир ял тӑрӑхӗсенче паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан пысӑк технологиллӗ производствӑсене хута яратпӑр. Тӗнче шайӗнчи таварсем пек пысӑк пахалӑхлӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса таварсем тирпейленеҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ май, халӑха тивӗҫлӗ таварсемпе тивӗҫтерни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ветерансем ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗхре, вӗсен паха ӗҫ опытне тӗпе хурса, кулленех предприятисенче паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан таварсене калӑпласа кӑлараҫҫӗ. Ялсене аталантарса вӑй илтерсе пырассишӗн ырми-канми тӑрӑшатпӑр, предприятисем малалла кайччӑр тесе, вӗсене те кирлӗ пек патшалӑх енчен тӗрев парса пулӑшатпӑр», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче регион Ертӳҫи.
Аграри тытӑмӗн историне упрассишӗн, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвне тӗпе хурса кулленех ӗҫлесе пыни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Иртнӗ ҫулсенчи ҫитӗнӳсене тӗпе хурса, паха ӗҫ опычӗсемпе килӗшӳллӗн кулленех ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Энциклопедийӗн иккӗмӗш пайне ялта ӗҫлесе пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ ҫӗр ӗҫченӗсене халалланӑ.
АПК ветеранӗсен Союзӗн председателӗ ырӑ та паха тӗслӗхре. Александр Самылкин кӗнеке кӑларасси пирки шӑпах та пуҫаруҫӑсенчен пӗри. Ялсенче шкулсем, ача сачӗсем, ҫулсем, кӗперсем, пурӑнмалли ҫурт-йӗрсем хӑпартассипе, тухӑҫа пухса кӗртессипе те ыттисемшӗн, уйрӑмах Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн паха. Паян та аграри пайӗнче тӑрӑшакансем унӑн паха ӗҫ опытне тӗпе хума тӑрӑшаҫҫӗ.
«Энциклопедине пичетлесе кӑларма витӗм кӳнисене пурне те пысӑк тав. Республика Правительстви пысӑк пулӑшу пани пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫамрӑк специалистсем те сахал мар витӗм кӳчӗҫ. Вӗсемпе эпир кулленех ҫыхӑну тытатпӑр, ӳлӗмрен те пӗрлехи ӗҫсене тума палӑртатпӑр», – тенӗ вӑл.
Кӗнеке хӑйне евӗр питӗ кӑсӑклӑ пулса тухнӑ. Ял хуҫалӑхӗнче мала тухнӑ, ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ тӑватӑ пин ытла хуҫалӑхӑн историйӗ калӑпланнӑ. 2017 ҫулта калӑпланса тухнӑ кӗнекере ҫук хыпарсем те чылай, ҫамрӑк специалистсен опычӗ пирки те ҫырса кӑтартнӑ. Кӗнекере паттӑрсен амӑшӗсем пирки те ҫырнӑ. Вунӑ ача е тата та ытларах пепке ҫуратса ура ҫине тӑратма пултарнӑ, ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫынсем пулма вӗрентнӗ амӑшӗсен шӑписем те кун ҫути курнӑ кӗнекере. Чӑваш Енре 1246 амӑшӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ пулнӑ. Палӑртмалла, вӗсенчен чылайӑшӗ шӑпах та ялта пурӑннӑ, ӗҫлесе ҫемйисене ура ҫине тӑратма витӗм кӳнӗ. Кунсӑр пуҫне кӗнекере СВО кайнӑ паттӑрсем пирки те ҫырса пӗлтернӗ, хӑйсен ирӗкӗпе ҫӗршывӑмӑра сыхлама килӗшнӗ паттӑрсен шӑписем те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ кӗнекере.
«Чӑваш Республикин агропромышленноҫ комплексӗн энциклопедине кӑларни нумай ӑрури аграрисен ӗҫри паттӑрлӑхне историлле асӑнӑва упраса хӑварассине, регионти агропромышленноҫ комплексӗн малалла пыракан аталанӑвӗ ҫинчен халӑха пӗлтерессине, чи пысӑкки вара - тата хӑвӑртрах, тухӑҫлӑрах аталантарассине тӗллев лартать», – тенӗ Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев, кӗнекене питӗ ырланӑ, кун пек энциклопеди кун ҫути курни паха тесе хакланӑ.
Ҫак мӗнпур материала пухас енӗпе пысӑк ӗҫе отрасль ветеранӗсем пурнӑҫланӑ. Презентацире Олег Николаев вӗсене ӗҫшӗн тав тунӑ, иккӗмӗш тома хатӗрлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнисене тав хучӗсем парса чысланӑ. Хисеп хучӗсене АПК ветеранӗсен пӗрлӗхӗн хастарӗсем тивӗҫнӗ, вӗсем: Елчӗк округӗнчи Вера Васильева, Муркаш округӗнчи Нина Петрова тата организацин Шупашкарти уйрӑмӗн председателӗн ҫумӗ Галина Волкова.
