Шупашкарти строительствӑпа хула хуҫалӑхĕн техникумĕ – 100 ҫулта
Шупашкарти строительствӑпа хула хуҫалӑхĕн техникумĕ – 100 ҫулта. Ҫак пулӑма халалланӑ уяв паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университечĕн культура керменĕнче иртрĕ.
Преподавательсемпе студентсене, ветерансене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев, ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, асӑннӑ техникумӑн директорĕ Сергей Кудряшов саламларӗҫ.
Техникум тĕрлĕ тапхӑрта расна ятлӑ пулнӑ. Апла пулин те кунта яланах ҫӳллĕ шайри, ӑста специалистсене хатĕрленĕ. Паян кунта 2500 студент пĕлӳ илет. Юлашки вӑхӑтра вĕренӳ заведенийĕ чылай ҫĕнелнĕ. Кунта 25 хальхи йышши мастерской уҫнӑ, оборудование, вĕренӳ хатĕрĕсене ҫĕнетнĕ.
Сӑмах май, хӑй вӑхӑтĕнче кунтан Олег Николаев, Николай Угаслов, Юрий Попов вĕренсе тухнӑ. Уявра ĕҫре пуҫарулӑхпа тата хастарлӑхпа палӑрнӑ преподавательсене тĕрлĕ награда пачĕҫ. Тӗплӗнрех
