Сӑр тата Хусан оборона сооруженийӗсене тунӑ ҫынсен ӗҫ паттӑрлӑхне аса илсе пуҫ тайрӗҫ Чӑваш Енре паллӑ пулӑма пухӑннисем
Пӗтӗм Чӑваш Енӗпех ӗнер Сӑр тата Хусан оборона сооруженийӗсене тунӑ ҫынсен ӗҫ паттӑрлӑхне аса илсе мероприятисем иртнӗ. Республикӑра пурӑнакансем тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне хисеп туса, пуҫ тайнӑ.
Тӗп пулӑмсенчен пӗри историри ҫак пӗлтерӗшлӗ датӑна халалланӑ курӑмлӑ пуху пулнӑ. Трактор тӑвакансен Культура керменӗн фойинче ҫав манӑҫми кунсем пирки документлӑ курав уҫӑлнӑ. Сумлӑ хӑнасен йышӗнче - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисем, волонтерсем, предприятисемпе социаллӑ учрежденисен ертӳҫисем пулнӑ.
Паллӑ пулӑма пухӑннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тав тунӑ.
«1941 ҫулхи хаяр хӗл вӑхӑтӗнче пӗр харӑсах икӗ хӳтӗлев сооруженийӗ тума тӗллев лартнӑ пӗртен пӗр регион - Чӑваш Ен пулнӑ: Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ. Вӗсене тума 178 пин ҫынна мобилизациленӗ – вӗсенчен ытларах хӗрарӑмӗсемпе, ҫамрӑк ачсем пулнӑ. Вӗсем вара паттӑрлӑхпа хӑюлӑх тӗслӗхне кӑтартса ҫӗнтерчӗҫ: хӗрӗх градуслӑ сивӗре 380 ҫухрӑм тӑршшӗ хӳтӗлев чиккисем чавнӑ. Паян эпир пирӗн мӑн асаттесен ӗҫ паттӑрлӑхӗ 85 ҫул тултарнине паллӑ тӑватпӑр.
Халӗ эпир каллех неонацизмпа фашист идеологине хирӗҫ кӗрешӗве тухрӑмӑр. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессине, Раҫҫей Федерацийӗн мӗнпур субъекчӗн представителӗсемпе пӗрле пирӗн тӑвансем, аттесем, аппасем пурнӑҫлаҫҫӗ. Ун чухнехи пекех, эпир те хамӑр паттӑрсемпе пӗрле вӑй хуратпӑр, мӗнпур тӗллевсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми тӑрӑшатпӑр. Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӑй хуракансен паттӑрлӑхӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вырӑс салтакӗ ҫакӑн пек пулӑшӑва туйсан, паллах, кӗтнӗ ҫӗнтерӗве пурнӑҫа кӗртес тесе пурне те тӑвӗ вӑл. Эпир ҫакна пӗтӗмпех туйса ӑнланса тӑратпӑр.
Пӗлтерӗшлӗ датӑна палӑртса эпир кулленех тыл ӗҫченӗсем пирки асӑнатпӑр, вӗсем те пысӑк тӳпе хывнине палӑртатпӑр. Паянхи ӑру вӑрҫӑри тумхахлӑ ҫулсем пирки час-часах аса илет, пирӗн паттӑрсене ӗмӗр-ӗмӗрех тав тӑвать», – тесе палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ мероприятине пухӑннисене тав тунӑ май. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те халăхсем пĕрле пулса фашизма тĕп тунă. Халĕ те Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕпе нацизма çĕнтеретпĕрех тенӗ вӑл.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, гражданла оборона енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен Ассоциацийӗн ертӳҫи Юрий Богданов паянхи кун ҫӗр ҫинчи улшӑнусене сыхласа хӑварасси мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Аслӑ ӑру паттӑрлӑхӗ пирӗншӗн хаксӑр, историшӗн вилӗмсӗр пулнине асӑннӑ.
«Пирӗн пата час-часах «Чӑваш Енӗн ывӑлӗсем патне» тесе ҫырнӑ посылкӑсем килеҫҫӗ. Эпир час-часах ҫакӑн пек ыйту паратпӑр: кам вӑл пире маскировка сеткисем, кӑмакасем, окоп ҫуртисем, нуски, тумтир тата пурнӑҫра кирлӗ ытти вак-тӗвек япаласем парса тӑракан ҫынсем? Хуравӗ те яланах пӗрре - пирӗн ҫемйесем. Пирӗн аннесем, асаннесемпе асаттесем, пирӗн атте-анне. Кашни посылкӑна эсир хӑвӑр чуна, хӑвӑрӑн юратӑвӑра тата пирӗн пӗчӗк Тӑван ҫӗршывӑн пӗр пайне хыватӑр. Пӗтӗм салтаксен, паттӑрсен, ветерансен пӗрлӗхӗн ячӗпе сире тав сӑмахӗсем калатӑп», – тенӗ Юрий Богданов.
Асӑннӑ кун ятарлӑ ҫар операцине ирттермелли зонӑра тӑракан тата ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ачасемпе пӗрле залра видеоҫыхӑну сеансӗ иртнӗ. Паттӑрсем паттӑрлӑха асра тытакансене тав сӑмахӗсем каланӑ: вӗсем хӑйсен аслашшӗсен ҫулӗсемпе пыраҫҫӗ, ҫӗршыва 1941-мӗш ҫулта тытӑнса тӑма май панӑ пӗрлӗх сывлӑшӗ паянхи окопра та чӗрӗ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетеҫҫӗ.
«Эпир пур волонтёрсене те тав сӑмахӗ калатпӑр, шӑпах та эсир ӑшӑлӑх туйӑмне пире парнелетӗр. Сирӗн пулӑшу – пӗрлехи ҫӗнтерӗвӗн никӗсӗ. Эпир пӗччен мар, хамӑрӑн юратнӑ республикӑпа пӗрле. Эпир - сирӗн ачӑрсем, эсир вара пурте - пирӗн аттесем. Эпир сирӗн ҫинчен шухӑшлатпӑр, сире асра тытатпӑр. Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулӗ!» – тенӗ ҫар ҫыннисем.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче «Инкеклӗ телей» («Счастье горькое») спектаклӗн премьери иртнӗ.
