Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев çамрăксем рабочи профессийĕсемпе ытларах кăсăкланма пуçланине палăртрĕ
Чăваш Енре колледжсемпе техникумсен общежитийĕсене республика шутĕнчен юсассине хăвăртлатмалла. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев çамрăксем рабочи профессийĕсемпе ытларах кăсăкланма пуçланине палăртрĕ. Вĕренӳ базине çĕнетмешкĕн «Профессионалитет» проект пулăшать. Вĕренӳ кластерĕсене çĕнетес тĕллевпе республика малашне те федераци программисене хутшăнĕ.
Авăн уйăхĕнче «Ашшĕ-амăшĕн киберпатрулĕ» акци старт илнĕ. «2 пин ытла ашшĕ-амăшĕ ятарлă вĕренӳ витĕр тухрĕ, вĕсем шкулсенче тата колледжсенче ачасене интернетри хăрушлăх пирки каласа кăтартаççĕ», - палăртрĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура. Ашшĕ-амăшĕн комитечĕсене ку ĕçе хастартарах явăçтарма чĕнсе каларĕ. Тӗпленрех...
