Чăваш Енре наукăпа технологи аталанăвĕн тĕллевлĕ программине çирĕплетнĕ
Чăваш Енре наукăпа технологи аталанăвĕн тĕллевлĕ программине çирĕплетнĕ. Малалла – стратегие йышăнасси. «Аслă шкулсем шухăшласа кăларнă çĕнĕлĕхсене хăвăртрах производствăна кĕртмелле. Малта пыракан предприятисен вара Правительствăпа пĕрле тĕпчевсен саккасçисем пулмалла», – палăртрĕ Олег Николаев. Стратеги 4 юхăма пĕрлештерĕ: ăс-хакăл энергетики тата электротехника, ăс-хакăл транспорт тата технологи машиностроенийĕ, хими тата çĕнĕ материалсем, биотехнологисем тата «ăслă» ял хуçалăхĕ.
Агропромышленноç комплексĕ пирки: ку тытăмра чи пĕлтерĕшли - биотехнологи, хăмла туса илесси, харпăр продукципе ĕçлесси Чӑваш Республикин Пуçлăхĕ Ял хуçалăх министерствине аграри сообществипе пĕрле ăратлă выльăх ĕрчетес енĕпе аталану стратегине хатĕрлеме хушрĕ. Кунсăр пуçне çитес виçĕ çулта хăмлана экстрагилецилес енĕпе технологи йышăнăвне тума каларĕ.
Чăваш Енре ятарлă çар операцине хутшăннă 60 ытла çын ятарлă пĕлӳ илсе хăйсен ĕçне йĕркеленĕ Республикăра пĕчĕк тата вăтам предприятийĕсен шучĕ ӳснине тата предпринимательсене пулăшмалли мерăсем анлăланнине палăртрĕ регион Ертӳҫи Олег Николаев.
2027 çулта объектсене хăтлăлатас енĕпе Пĕтĕм Раççĕйри конкурсра çĕнтернĕ икĕ проекта пурнăçа кĕртмелле. Вĕсем Хĕрлĕ Чутайра тата Сĕнтĕрвăрринче пулĕç.
2027 çулта Транспорт министерствин Сĕнтĕрвăрри çулĕн дублерне тумалли проекта пурнăçлама тытăнмалла. Çавăн пекех Шупашкарти транспорт çурма ункин строительствин пĕрремĕш тапхăре пуçланмалла. Вырăнти çулсене йĕркене кĕртессине уйрăмах тимлĕх уйăрма каларĕ республика ертÿçи. Тепĕр ĕç – Шупашкарти ăс-хакăллă транспорт тытăмне аталантарасси.
Çурт-йĕр хăпартмалли 58 лапамран 14-шĕнче кăна стройка пырать. Республика Пуҫлӑхӗ ку питĕ япăх пулни пирки каларĕ. Строительство министерствине - çак тĕлĕшпе тĕрĕслеве çирĕплетме, муниципалитсене хатĕр вырăнсенче строительствăна хăвăртрах пуçарма хушрĕ. Ку çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме, авариллĕ çуртсенчен куçарма, тата ĕçлекенсем валли пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелеме кирлĕ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарса пӗтерчӗ Мероприяти вӗҫӗнче чӑваш артисчӗсем «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» юрра шӑрантарчӗҫ. Тӗплӗнрех...
