Ҫитес ҫулта çăмăл атлетика манежĕн проектне пурнăçа кĕртме тытăнĕç
2027 çулта Пĕтĕм Раççейри «Кĕрешӳ» федерацине хута ямалла «Спорт шкулĕсенче çак енĕпе уйрăмсем ĕçлемелле, «Шкула - кĕрешӳ проекта вара пĕтĕм муниципалитетра пурнăçламалла», - терĕ палăртрӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура.
2027 çулта çăмăл атлетика манежĕн проектне пурнăçа кĕртме тытăнĕç. Ăна республика Правительствипе, «ПСБ» банкпа тата Пĕтем раççейри çăмăл атлетика федерацийĕпе пĕрле хатĕрлеççĕ. Олег Николаев пысăк ăмăртусем валли хăтлă лапамсем çитменнине палăртрĕ. Манеж нумай функциллĕ пулĕ. Вăл çăмăл атлетика валли çеç пулмĕ. Унта дзюдо, самбо, шахмат, гимнастика енĕпе те турнирсем иртĕç. Проектпа смета хучĕсене 2027 çул вĕçĕччен хатĕрлесе çитермеллине палăртрĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура.
Чӑваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Медпулăшупа тивĕçтерес ĕçе çăмăллатмашкăн Хĕрлĕ Чутайра тата Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта çĕнĕ медицина центрĕсем хута ямалла».
«Ача çуратма пултаракан ӳсĕмрисене уйрăм йĕркепе - «симĕс коридор» - йĕркелемелле: çынсене тĕрĕсленме йыхравланинчен пуçласа специалистсемпе канашласси таранччен», - палăртрĕ Олег Николаев.
Чăваш Ен 2025 ГТО нормативне пурнăçланипе федерацин Атăлçи округĕнче – 1-мĕш, çĕршывра 3-мĕш вырăн йышăннă Республикăри 23 муниципалитетра 31 тест центрĕ ĕçлет. Ултă çулта ГТО нормативне пурнăçлама 34 хальхи йышши лапам хатĕрленĕ. 2030 çул тĕлне вĕсен шутне 44-а çитермелле. Тӗпленрех…
