Ултă çулта Чăваш Енре 12 шкул тунă, 134 шкула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ

Сывлăх сыхлавне чăн мар ăс-хакăл сервисĕсене ытларах кĕртмелле.

 ««Макс» мессенджер пулăшăвĕпе Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ пекех усă курма май пултӑр», - терĕ  Олег Николаев  Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура. Кун пек туни медицинӑра тӑрӑшакансен ĕçне çăмăллатĕ, пациентсене вара медицина пулăшăвĕ илме меллĕрех пулĕ.

СВО ветеранĕсене ĕçе вырнаçас тĕлĕшпе çине тăрса тимлеççĕ. Паян ветерансен 64% ĕçе вырнаçнă. «Вĕсене тӳрех хăнăхма çăмăл мар, çĕнĕ технологисене алла илмелле тата ытти те. Çавна май наставничество кирлĕ. Предприяти ертӳçисене ятарлă çар операцин ветеранĕсене ĕçе хăнăхмашкăн пĕрлехи наставничество программипе ĕçлеме ыйтатăп», - тенӗ.

Ултă çулта Чăваш Енре 12 шкул тунă, 134 шкула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Тата 23 объектра ĕçсем вĕçленмелле. Тĕплĕ юсав программине çак тапхăрта пĕтемпе 157 шкул хутшăннă. 2027 çулта тата 14 веренӳ учрежденийĕ çак майпа усă курмалла.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев шкул территорийĕсене хăтлăх кĕртес ĕçпе республика юлса пынине палăртрĕ, муниципалитетсене кĕске вăхăтрах кирлĕ мероприятисем туса ирттерме каларĕ. Тӗплӗнрех...



30 октября 2026
11:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter