Чӑваш Енре промышленноҫа аталантармалли фондӑн ҫӗнӗ программисем урлӑ бизнеса пулӑшасси, витӗм кӳресси ӳсе пырать

Чӑваш Енре промышленноҫа аталантармалли фондӑн ҫӗнӗ программисем урлӑ бизнеса пулӑшасси, витӗм кӳресси ӳсе пырать

Чӑваш Республикин Промышленноҫа аталантармалли фончӗн кӑҫалхи кӑрлач - юпа уйӑхӗсенчи ӗҫ кӑтартӑвӗсене эрнере пӗрре пулакан канашлура,  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗпе Сергей Артамоновпа пӗрле тарӑн тишкернӗ.  Чӑваш Енӗн промышленноҫпа энергетика министрӗ Марат Якушев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑтартусен динамики  пысӑк пулни бизнес патшалӑх пулӑшӑвӗпе туллин усӑ курнине ҫирӗплетет тенӗ. Укҫа- тенкӗпе тӗрӗс  тата тухӑҫлӗ та перекетлӗ усӑ курни те куҫкӗретех тенӗ вӑл.  Кӑҫалхи 10 уйӑхра Фонд 17 проекта 1,1 миллиард тенкӗлӗх ҫирӗплетнӗ - ку иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртинчен 36% нумайрах. 9 проекта 455,6 миллион тенкӗлӗх укҫа уйӑрнӑ. Фондӑн капитализацийӗ 5,2 миллиард тенкӗпе танлашать, ҫакӑ ӑна регионти промышленноҫа аталантармалли фончӗсен хушшинче топ-6 йышне кӗме май парать.

 «Тухӑҫлӑхӑн тӗп кӑтартӑвӗсем  налуксен тупӑшӗ ӳсни тата пысӑк хӑватлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелени. 2017 ҫултанпа 2025 ҫулччен пулӑшнӑ проектсем тӑрӑх налуксен чӑн ӳсӗмӗ 17,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, 1392 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ. 2026 ҫулхи проектсенчен кӗтекен витӗм - налуксен тупӑшӗ 950 миллион тенкӗлӗх ӳсни тата 86 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелени», - тенӗ республикӑн Минпромэнерго ертӳҫи.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев промышленноҫа тытӑмлӑн пулӑшнин пӗлтерӗшне темиҫе хутчен те палӑртнӑ. «Промышленноҫа аталантарни - республикӑн тӑнӑҫлӑ ӳсӗмӗн никӗсӗ. Аталану фончӗ - вӑйлӑ механизм, вӑл предприятисене укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене кӑна татса пама пулӑшмасть, ҫавӑн пекех пӗрлехи ӗҫленӗ ҫыхӑнусем йӗркелет, ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртме пулӑшать тата налук базине ӳстерет. Пулӑшу мелӗсем тӗллевлӗ пулса республикӑн экономикипе ҫыннисемшӗн витӗм кӳни пӗлтерӗшлӗ», - тесе палӑртнӑ  регион Ертӳҫи.

Палӑртса хӑвармалла, кӑҫал патшалӑх пулӑшӑвӗн мелӗсем палӑрмаллах анлӑланнӑ: технологи енӗпе ҫӗнетӳ тата производствӑн инфратытӑмне аталантарма тӗллевлӗ ҫӗнӗ программӑсем хатӗрленӗ. Сӑмахран, «Роботизаци» программа ӗҫе кӗнӗ. Пӗрремӗш проекта ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ: В. И. Чапаев ячӗллӗ ЧПО АО механикӑлла производствӑра ӗҫлеме 20 робототехника комплексне туянӗ.

Управляющи компанийӗсемпе ТСЖ валли ятарлӑ хӑй тӗллӗн ҫӳрекен техника туянас программа уҫнӑ. Ятарлӑ услови - Чӑваш Енре туса кӑларнӑ техника туянасси. Ку шалти пӗрлехи ӗҫе вӑйлатма тата вырӑнти производительсене пулӑшма май парать.

Промышленноҫ паркӗсен тата технопарксен резиденчӗсем валли производствӑн инфратытӑмне йӗркелеме тӗллев лартакан «Промышленноҫ паркӗ» программа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канаш хулинчи технопарксене аталантарас проектсене тишкереҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗк тата вӑтам производствӑллӑ бизнесшӑн ӳсӗм точки пулса тӑмалла.

Республикӑн социаллӑ экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине кӗнӗ инвестици проектсене хӑвӑртрах пурнӑҫлама оборот хатӗрӗсемпе тивӗҫтермелли ҫӗнӗ программа та хута кайнӑ. Ҫакӑн пек ултӑ проекта ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.

Приоритетлӑ таварсем тирпейлесе кӑларакан производствӑсене укҫа-тенкӗ уйӑрас программа та анлӑланнӑ - халӗ укҫана таварпа материал хаклӑхӗсене тата инжиниринга туянма яма юрать. Ун шайӗнче экскаватор-погрузчиксем валли тытса пыракан кӗперсем туса кӑларакан Шупашкарти вӑй агречӗсен завочӗн проектне ҫирӗплетнӗ.

 Фонд ӗҫӗн иккӗмӗш тӗп ҫул-йӗрӗ - Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» проектӑн, «Тухӑҫлӑ тата тупӑшлӑ экономика» наци проекчӗн операторӗ пулса тӑракан Республика компетенцийӗсен центрӗ. Проекта 76 предприяти кӗртнӗ, унта 21 пин ытла ҫын ӗҫлет, явӑҫтарнӑ. Вӗсенчен 60% ӗҫ тухӑҫлӑхне 5% тата унтан та ытла ӳстернӗ, планпа килӗшӳллӗн вара 50% пулмалла пулнӑ. 145 производство тата логистика процесӗсен фабрикинче 1792 ӗҫченне вӗрентнӗ. Ӑнӑҫлӑ тӗслӗхсенчен пӗри - «АСТ Канаш» предприятире полуприцеп пуҫтарас логистикӑна оптимизацилени: процесс вӑхӑтне 107 сехет чакарнӑ, продукци кӑларассине 26% ӳстернӗ, экономика витӗмӗ 56 миллион тенкӗпе танлашнӑ.



02 ноября 2026
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter