Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе саламлани
Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем! Хаклă ентешсем!
Сире Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе саламлатăп!
Çак уяв пирĕн историе, йывăр тапхăрта Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пĕрлешме пултарнă йăх-несĕлсен паттăрлăхне тарăн хисепленине кăтартать. Патшалăха çирĕплетесси, çĕршыва тăшмансенчен хÿтĕлесси пур халăхшăн та яланах тĕпре пулнă, наци уйрăмлăхĕсене сыхласа хăварма пулăшнă. Çак паллă кун пирĕн вăй пĕрлĕхре, эпир савăнăçра та, йывăрлăхра та пĕрле пулнине аса илтерет.
Владимир Владимирович Путин Президент 2026 çула Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çак патшалăх уявĕ пирĕн пысăк та мăнаçлă Тăван çĕршыври пур халăхшăн та пĕлтерĕшлине тепĕр хут çирĕплетет. Эпир Президентпа пĕр шухăшлă пулса Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тесе палăртрăмăр.
Пирĕн республикăра çĕр ытла наци çынни килĕштерсе пурăнать. Эпир яланах тарават, Чăваш Ене тăван кил тесе калакансен культурине тата йăли-йĕркине хисеплетпĕр.
Паян пирĕн хÿтĕлевçĕсем – Чăваш Енĕн тата Раççейĕн ывăлĕсемпе хĕрĕсем – йăх-несĕлсен халалне пăхăнса ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Çак вăхăтра эпир пĕрлĕхĕн хакĕпе вăйне уйрăмах лайăх туятпăр.
Çĕршывшăн чăннипех те çăмăл мар вăхăтра пирĕн халăх пĕр-пĕрне тĕрев пама, тăшманпа çапăçакансене пулăшма пĕрлешрĕ. Пирĕн республикăра пурăнакансем гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ, салтаксен çемйисене тимлĕх уйăраççĕ, ăшăлăх парнелеççĕ, тĕне тата хăш наци çынни пулнине пăхмасăр паттăрсене асра тытаççĕ. Пирĕн пĕр тĕллев - Çĕнтерĕве çывхартасси. Халăх пĕрле пулни - тăнăç пурнăçăн тата ырă пуласлăхăн никĕсĕ.
Хаклă ентешсем, сире çирĕп сывлăх, телей, ырлăх тата ыранхи куна шанма сунатăп. Кашни килтех ăшăлăхпа хăтлăх хуçаланччăр, чĕре Тăван çĕршывшăн мăнаçлăх туйăмĕпе тултăр. Пирĕн пĕрлехи ĕçсем тата ăнтăлу Чăваш Енпе Раççее аталанма пулăшчăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев
