Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче республиикӑра пурӑнакансем хамӑрӑн паттӑрсем патне гуманитари пулӑшӑвне ӑсатнӑ
Ҫак уяв, халӑх пӗр чӑмӑра чӑмӑртаннине сӑнлаканскер, республикӑра пурӑнакансем ҫынсене пулӑшу пама хатӗррине тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче республиикӑра пурӑнакансем хамӑрӑн паттӑрсем патне гуманитари пулӑшӑвне янӑ. Ку хутӗнче ӑна икӗ ҫар чаҫне тата ҫар госпитальне ӑсатнӑ.
«Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, 102- мӗш тиеве Чӑваш Енрен ятарлӑ пулӑшӑва ӑсататпӑр. Ку вӑл эпир паттӑрсем пирки кулленех пӑшӑрханнине, май пур таран витӗм кӳме тӑрӑшнине ҫирӗплетекен пулӑм тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ. Ҫак ырӑ кӑмӑллӑх ӗҫне хутшӑнакан мӗнпур ҫынсене чун-чӗререн тав тӑватӑп. Шӑпах ҫапла, пурте пӗрле пӗр командӑри пулнине ҫирӗплететпӗр. Кун пек чухне кирек-епле йывӑрлӑха та парӑнтарма пулать. Апла пулсан, ҫӗнтерӳ пирӗн енче пуласси те никама та иккӗлентермӗ. Пирӗн ентешӗмӗрсен ҫакна лайӑх ӑнланмалла, эпир хамӑр енчен мӗн кирлине пӗтӗмпех йӗркелесе пама, кашни кун витӗм кӳме тӑрӑшатпӑр. Килтисем кулленех кӗтнине, сывӑ таврӑнасса та шансах тӑнине пӗлмелле», - тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Пурӗ 44 куб пиломатериал, 200 матрас, 5 тонна харпӑр хӑй валли кирлӗ гигиена хатӗрӗсем, маскировка сечӗсем тата апат-ҫимӗҫ таварӗсем, УАЗ автомобиль тата ытти япаласем ӑсатнӑ. Ку ахаль япаласем кӑна мар - вӑл кашни ҫыннӑн чӗре ӑшши.
Тиеве кирлӗ япаласемпе тивӗҫтере тесе «П ӖРЛЕ» Чӑваш Енри аталану фончӗ, «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» общество организацийӗ тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» хӗрарӑмсен юхӑмӗ, «Фито-Лайн Садовый» ӳсентӑрансен питомникӗ тата «Красный партизан» колхоз, «74 штурм бригади», «Ырӑ ӗҫсен фончӗ», «Шанчӑклӑ тыл» волонтерсен пӗрлешӗвӗсем, Патӑрьел, Элӗк, Йӗпреҫ, Шӑмӑршӑ, Каҫал ен, Шупашкар муниципаллӑ округӗсенче тата Шупашкар хулинче пурӑнакан усламҫӑсем чылайӑн хутшӑннӑ.
«Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗпе тата Хусанти Турӑ Амӑшӗн иконӗн кунӗпе пӗр килнӗ паллӑ пулӑм, вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех ҫар ҫыннисене Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме витӗм кӳрӗ. Кашни посылкӑра - тӑван килӗн пӗр пайӗ. Тӑван тӑрӑхран килнӗ ӑшӑ саламсем, паттӑрсемшӗн - пысӑк тӗрек: вӑл вӑй хушать, ыррине шанма витӗм кӳрет. Эпир кулленех пурсӑмӑр та салтаксемшӗн, ҫар ҫыннсемшӗн кӗлӗ вулатпӑр, вӗсене пил паратпӑр», - тесе палӑртнӑ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» хӗрарӑмсен юхӑмӗн Чӑваш Енри общество канашӗн проекчӗн председателӗ Наталия Партасова.
Ҫакӑн пек пӗрлӗх - пӗчӗк ялтан пуҫласа республикӑн тӗп хули таран - чӑваш ҫӗрӗ чӑннипех вӑйлӑ пулма пӗлнине кӑтартса парать. Пӗтӗм тӗнче пухнӑ пулӑшу адресатсем патне ҫитет те йывӑр вӑхӑтра чӑннипех пулӑшӗ.
