Çăлкуçсене упрассинчен пуçласа çӗнӗ экологи маршручӗсем уҫасси таранах: Чӑваш Енре 2027 çул валли Вырӑс географи обществин регионти уйрăмӗн тӗллевӗсене палӑртнӑ
Паян Чăваш Ен Пуҫлăхӗ Олег Николаев ертсе пынипе «Вырӑс географи обществи» Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн регионти уйрӑмӗн Попечительсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пулас ӗҫӗн тӗп енӗсем пирки калаҫнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ тӗллевсем: историпе географи проекчӗсене малалла аталантарасси, хамӑр ҫӗршывӑн тӗпчевҫисен ӗҫне хакласси, ҫитес юбилейлӑ датӑсем кун йӗркинчи тӗп ыйтусем. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Правительствӑна 2027 ҫулта Раҫҫейре Географи ҫулталӑкне ирттерме май пуррипе ҫуккине пӑхса тухма хушнӑ.
«Эпир нумай ӑру ӗҫне малалла тӑсатпӑр. Тӗрлӗ истори тапхӑрӗсенче ӑсчахсем, тӗпчевҫӗсем Вырӑс географи обществи шайӗнче ҫакӑн евӗрлӗ ӗҫпе - калӑпӑшӗпе тӗрлӗрен, анчах пӗлтерӗшӗпе тата енӗпе пӗрлӗхлӗ ӗҫпе кӑсӑкланнӑ. Паян ҫак ӗҫе Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынипе йӗркеленӗ, унӑн тӗллевӗ - хамӑрӑн пӗчӗк тата пысӑк тӑван ҫӗршыв ҫинчен ытларах пӗлесси, ҫутҫанталӑк объекчӗсене уҫасси тата вӗсен пӗлтерӗшӗпе хаклӑхне - уйрӑм территоришӗн, пӗтӗм ҫӗршывшӑн, тен, пӗтӗм тӗнчешӗн те, ӑнланса илесси. Ку обществӑлла хусканӑва ҫынсем ытларах та ытларах хутшӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа халӑх пӗрлӗхӗ тата пӗр шухӑшлӑхӗ ҫирӗпленет, патшалӑх интересӗсем, унӑн пурлӑхпа та, ӑс-хакӑлпа та ҫыхӑннӑ еткерлӗхӗ сыхланса юлаҫҫӗ. Шансах тӑратӑп: пирӗн пӗтӗмпех пулса пырӗ», - тесе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Вырӑс географи обществин регион аталанӑвӗн департаменчӗн (Мускав хули) директор ҫумӗ Александр Подлегаев-Головин Вырӑс географи обществи умӗнче Владимир Путин палӑртнӑ тӗллевсем тӑнине палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче. Вӗсен шутӗнче - пӗтӗм ҫӗршывӗпе тӗп тата вӑтам пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан программӑсене пурнӑҫлама никӗс пулса тӑракан географи предмечӗпе пӗрлехи патшалӑх шкул учебникӗсен йӗркине туса хурасси; РГОн профильлӗ географи сменисене регионти ача-пӑча лагерӗсенче йӗркелес енӗпе пухнӑ опытне сарса пырасси; Мускавра географи музейӗ туса хурас ыйтӑва тишкерсе тухасси, концепципе экспозицисене йӗркелеме хастар регионти уйрӑмсене явӑҫтарасси. Кӑҫалтан пуҫласа «РГО сӗннӗ» объектсен ирӗклӗ сертификацийӗн тытӑмӗ ҫакӑн пек вырнаҫтармалли объектсемшӗн те, глэмпингсем тата хӑна ҫурчӗсемшӗн уҫӑ.
«Ҫӗршывӑмӑрӑн ҫӗнӗрен хутшӑннӑ истори территорийӗсем тимлӗхсӗр юлмӗҫ — Донецк тата Луганск Халӑх Республикисене, Запорожск тата Херсон облаҫӗсене Раҫҫейӗн пӗрлехи географи, культура тата вӗренӳ уҫлӑхне вӗренсе тухас тата интеграцилес енӗпе ӗҫ йӗркелесе ярӗҫ. Ҫавӑн пекех Общество экологи сукмакӗсен сечӗ тӑвать. Ку проект шалти тата пырса кӗрекен туризм аталанӑвӗн енӗпе пӗлтерӗшлӗ, юлашки ҫулсенче экотуризм ыйтӑвӗсем пысӑк ӳсӗм кӑтартнине шута илсен», - тесе палӑртнӑ Александр Подлегаев-Головин, «Вырӑс географи обществи» ВОО 2027-2028 ҫулсенче Чӑваш Енре экосукмак тума пулӑшма хатӗррине палӑртса.
Ларура РГОн республика уйрӑмӗн тӗп проекчӗ - Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2024 ҫулта хута янӑ «Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» - пурнӑҫланнине те тарӑн пӑхса тухнӑ. «Чӑваш Республикинчи ҫӑлкуҫсен реестрне» паян пин ытла ҫутҫанталӑк ҫӑлкуҫӗ кӗнӗ, вӗсенчен хӗрӗхӗшне тирпей-илем кӗртнӗ. Проект шайӗнче наука ҫулне экологипе туризма кӗртеҫҫӗ: тӑхӑр турист маршручӗ хатӗрленӗ, туристсемшӗн меллӗ пултӑр тесе 2ГИС платформӑра интерактивлӑ карта йӗркелеҫҫӗ, «Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсемпе ҫул кӗнеки» электронлӑ атлас-монографи хатӗрлеҫҫӗ. Кирлӗ пулсан, пур ҫӑлкуҫра та шыв пахалӑхне лабораторире тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Ларура пӗр тӗп историпе географи тата патриотизм проекчӗн малашнехи аталанӑвне сӳтсе явнӑ. Ку - Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен паттӑрлӑхне халалланӑ «Астӑвӑм сукмакӗ». 40 ҫухрӑм патнелле тӑсӑлакан маршут историе, спорта тата туризма пӗрлештерекен паллӑ турист объектне ҫаврӑннӑ.
2027 ҫулта «Географи диктанчӗ» тата «Географи НЕурокӗ» йӑлана кӗнӗ акцисене малалла тӑсӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗннисем те пулӗҫ - республикӑра пурӑнакансене экологи енӗпе ӑс парса ҫитӗнтерес, ҫутҫанталӑк еткерлӗхне халӑхра сарас тата истори асне упраса хӑварас тӗллевпе Ҫамрӑксемпе ӗҫлесси ыйтусем те кун йӗркинчех пулӗҫ.
Ҫитес ҫулта республика синолог-ӑсчах Никита Бичурин ҫуралнӑранпа 250 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗ. XXI ӗмӗрти географи уҫӑвӗсене аякри экспедицисенче кӑна мар, тӑван тӑрӑха системӑллӑ та туллин тӗпченӗ чухне те тӑвӗ.
РГОн чӑваш уйрӑмӗнче 150 патнелле хастар хутшӑнакан кӗрет, вӗсен ӗҫне федераци шайӗнче пысӑка хурса хакланӑ: 2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче экспедици тата ҫутҫанталӑка сыхлас ӗҫшӗн ӑна РГОн бронза медальне панӑ. РГО уйрӑмӗсен ҫулсеренхи мониторингӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Республикинчи уйрӑм чи лайӑх ҫирӗм уйрӑм шутне кӗрет.
РГОн регионти уйрӑмӗн ӗҫченӗсен ӗҫне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пысӑка хурса хакланӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи уйрӑмӑн председательне Марина Вишневскийне тата Попечительсен канашӗн яваплӑ секретарьне, Чӑваш Республикинчи «Вырӑс географи обществи» ВОО регионти уйрӑмӗн Анна Гуменюка Тав ҫырӑвӗсем парса чысланӑ.
